Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилейпе, Элмет!

Тутарстанăн нефтехими хулин паян юбилей, вăл 65 çул тултарчӗ. Çак ятпа элметсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ.

Тутарстанăн нефтехими хулин паян юбилей, вăл 65 çул тултарчӗ. Çак ятпа хулан кашни кӗтесӗнче тенӗ пекех уяв мероприятийӗсем иртеççӗ. Элмете юбилейпе нумай çын саламларӗ, вӗсен йышӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та. Вăл паян ӗçлӗ визитпа Элметре пулчӗ.Чи малтан нумай пулмасть юсаса çӗнетнӗ «Сывлăх» паркра «Активноедолголетие» проекта хутшăнакансемпе тӗл пулчӗ, унтан «Кванториум» ача-пăча техника паркӗнче волонтер юхăмӗн «ДобрыйАльметьевск– 65» конкурсне пӗтӗмлетнӗ çӗре хутшăнчӗ. «Нефтьче» Культура çурчӗ умӗнче  Фарид Хайруллович Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата нефть отраслӗн ветеранӗсене тата Элмет çыннисене саламларӗ. Хăй сăмахӗнче вăл Элмет республикăри чи лайăх хуласенчен пӗри пулнине палăртса аталану темпӗ малашне те вăйланса кăна пыма сунчӗ. Уяв мероприятине малалла уяв концерчӗ тăсрӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество