Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ

Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç

Совет союзӗ саманинче йӗркеленнӗ Çырчалли хули, тепӗр чухне БАМа аса илтерет, вăхăтӗнче вăл таврари кăвар чӗреллӗ çамрăксене хăй тавра пуçтарнă. «КамАЗ» автозаводпа пӗрле хула çӗкленнӗ, аталаннă, ӗçе килнӗ çамрăксем вара çемье çавăрса кунтах тӗпленсе пынă. Пӗрремӗш строительсен е завод ӗçченӗсен иккӗмӗш-виççӗмӗш ăрăвӗ çитӗнет халӗ. Çур хула пӗр-пӗрне лайăх паллать, пӗлет. Çавăнпа Çырчаллинчи атмосферăна ытти хуларисемпе танлаштарма çук, хăйне евӗрлӗ вăл кунта – ăшăрах.

Республикăра чăваш юхăмӗ ниçта та мар, пуçласа кунта йӗркеленни тӗлӗнмелле те пек туйăнать. Тепӗр тесен, кăвар чӗреллисем кăна пуçараяççӗ кун пек капашсăр пысăк ӗçе. Халӗ пăхатăн та тӗлӗнетӗн: маларах мӗн пулассине мӗнле сисме пултарнă-ха вӗсем? Енчен те 30 çул каялла чăваш пӗрлешӗвне йӗркелемен пулсан, Çырчалли чăвашла калаçатчӗ-ши паян?
Вăл вара калаçать кăна мар, юрлать-ташлать те, планетăри чи вăйлă ралли-рейдсене те хутшăнать. Çапла-çапла, тӗнчипе паллă «КАМАЗ-мастер» командăра та хамăрăн чăваш пур. Вăл – А.Шибалов экипажӗн штурманӗ, Аксу район мăнукӗ Дмитрий Никитин. Вăл çак спортра мӗнпур чăваш ятне хӳтӗлет. Хăй чăваш пулнине Андриян Николаев космонавт пекех никамран та пытармасть, йăхташсенчен пăрăнмасть. Ăмăртусенче мар пулсан, тăван Çырчалли хулинчи пӗр чăваш уявӗнчен те юлмасть. Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе (ертӳçи Александр Николаевич Павлов) «Чӗкеç» халăх ансамблӗн (ертӳçи ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Львовна Кондюкова) 30 çулхи юбилейӗсене хулари Туслăх Çуртӗнче анлăн паллă тунă çӗре те хутшăнчӗ чемпион. Сăмах май, унăн ашшӗпе амăшӗ Николай Владимировичпа Ирина Сайдуловна «Чӗкеç» ансамбле нумайранпа çӳреççӗ.


Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе ансамбль йӗкӗрешсем евӗр, вӗсем нихăçан та пӗр-пӗринчен уйрăм пулман, апла-тăк юбилейӗсем те уйрăмшар иртмеççӗ. Хăйсен историне те акă вӗсем ыттисем пек, кичем доклад туса мар, кашнин асаилӗвне маларах видеокамера çине ӳкернӗ видеороликсемпе паллаштарчӗç. Мӗнех калăн, чӗрӗ истори вăл хут çине çырнинчен хаклăрах. Асаилӳсем тӗрлӗрен пулсан та, шухăшӗ пӗр – «Чӗкеç» чун киленӗвӗ кăна мар, çемье. 30 çул çирӗпленнӗ, тӗрӗсленнӗ туслăх. Пӗрре пăхсан 30 çул нумай та мар пек, анчах артистсен ачисем, халӗ мăнукӗсем ансамбле çӳресе чăваш юхăмне хутшăннине шута илсен, сахал та маррине куратăн.


Хуть мӗнле пӗрлешӗвӗн малашлăхӗ вăйлă, авторитетлă лидертан нумай килет. Çырчаллисене ку енчен ăмсанмалăх пур, Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçисем улшăнса тăрсан та, «Чӗкеç» ансамбле Елена Львовна Кондюкова нумай çул ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе чăваш культурин вучахӗ хӗмленсе çунать тесен тӗрӗсрех пулать-тӗр. Республикăра чăвашсен Уявӗ те акă, çуллен ку хуларан старт илет.  «Чӗкеç» халăх ансамблӗ уяв мешехине ӗлӗкхи пекех ятарлă кунра пуçласа йăлана пӗлсе тăвать.
Çав тери хитре те килӗшӳллӗ тумлă «Чӗкеç» халăх ансамблӗ республикăра чи лайăх чăваш ансамблӗсенчен пӗри паян, çавăнпа республика шайӗнчи пысăк мероприятисене уçма вӗсене явăçтараççӗ.  Чăвашсен Пӗтӗм Раççей Уявне уçма тăтăшах хутшăннăшăн ТР Президенчӗн Тав çырăвӗпе те чысланă ăна. Кунсăр пуçне Раççей регионӗсене те тухса çӳреççӗ, Шупашкарти  конкурс-фестивальсене хутшăнаççӗ.


Хастар чăвашсене юбилейпе саламлама çынсем сахалăн  пуçтарăнманччӗ. Пӗр ансамбль юбилейӗнче те çакăн чухлӗ парне панине астумастăп эпӗ.  ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К.Яковлев та акă ăшă салам сăмахӗ каланă хыççăн чăваш чӗлхипе культурине сыхласа хăварса аталантарассинче нумай тăрăшнăшăн ансамбль ертӳçине Е.Кондюковăна – ТР Культура министерствин, Çырчаллинчи ЧНКЦ ертӳçине А.Павлова, ансамбле çӳрекен Ю.Матвеева, С.Серендеева, Н.Никитина ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗсемпе чысларӗ. Çырчалли Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Р. Халимов та пушă алăпа килмен. Вăл хулара чăваш юхăмӗпе «Чӗкеç» ансамбль мӗнле пуçланса кайнине аван астăвать иккен. «Стартăр та сирӗн паянхи пекех çутă та вăйлă пулчӗ. Эсир ун чухнех çав тери вăйлă коллективччӗ. Мӗнпе пуçланине упраса хăварни çав тери аван. Эсир хулари ытти халăхсемшӗн тӗслӗх. Тăван чӗлхепе ачасем, мăнуксем калаçмалла. Тăван чӗлхерен вăтанмалла мар, мӗншӗн тесен хăйне хисеплемен çын ыттисене хисеплеймест. Сирӗнпе мăнаçланатпăр, эсир маттур!» – терӗ кун пирки вăл.  Çырчаллинчи чăваш пӗрлешӗвне хула мэрӗн Тав çырăвӗпе, «Чӗкеç» ансамбле, «Чӗкеç» ансамблӗн юрăçисене хула Ӗçтăвкомӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ.
«Чӗкеçӗн» ытти артисчӗсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç, вӗсене вырăнти Культура управленийӗн, Чăваш наци конгресӗн, ТР ЧНКА Тав çырăвӗсене парса чысларӗç. ТР Халăхсен ассамблейин Çырчаллинчи  филиалӗн ертӳçи В.Агапов «Чӗкеç» ансамбле Ӗçтăвком ятӗнчен 30 пин тенкӗлӗх сертификат, «Путене» ача-пăча ансамбльне хăй ятӗнчен 10 пин тенкӗ  укçа пачӗ. Маларах ансамбль çамрăкӗсем валли Шупашкарта 35 пин тенкӗлӗх костюм çӗлетни те юбилей парни пулнине каларӗ вăл.
Костюмсем тенӗрен, «Чӗкеç» ансамбль тепӗр комплектпа пуянланчӗ çав кун. ТР ЧНКА ансамбле юбилей ячӗпе 20 костюм парнелерӗ. Автономи ертӳçин Д.Самаренкинăн ятӗнчен Тав çырăвне тата парнене ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин вӗрентӳ енӗпе çумӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова çитерчӗ. «Чӗкеç» ансамбле юбилейпе хаçат коллективӗн, вулакансен ятӗнчен саламласа малашне те туслă ӗçлеме ăнăçу сунчӗ.
Ансамбльпе чăваш пӗрлешӗвне «КАМАЗ-мастер» командăн штурманӗ Дмитрий Никитин та сцена çине хăпарса ăшă сăмахсем каласа саламларӗ. Ралли-рейд саманчӗсен видеороликне кăтартнă май ăмăртусенче тăвансен, ентешсен тӗревне туйнине пӗлтерчӗ. Сăмах май, чемпионпа, унăн наградисемпе пурин те сăн ӳкерӗнме май пулчӗ.
Паллах, кун пек пултарулăх каçӗнче тӗп геройсем хăнасем мар – юбилярсем. «Чӗкеç» халăх, «Путене» ача-пăча ансамблӗсем репертуарти  чи хитре юрри-ташшипе савăнтарчӗç куракана. Вырăнти юрăç-композитор Вениамин Фомин та юрă парни турӗ. Ăшпиллӗ тӗлпулура вăхăт иртни сисӗнмест. Уяв каçӗ çав тери кăмăла кайнипех халăх кайран та киле саланма васкамарӗ. Хăшӗ ансамбльпе, хăшӗ Дмитрий Никитинпа сăн ӳкерӗнчӗ, теприсем курав залӗнче юбилей тӗлне йӗркеленӗ «Чăваш эрешӗсем» куравпа паллашрӗç. Çырчаллинчи ЧНКЦпа «Чӗкеç» халăх ансамбльне чӗререн саламласа малашне те çапла туслă пурăнса тăван чӗлхепе культурăна аталантарма ăнăçу сунатпăр. «Чӗкеçсен» çепӗç юрри сахалтан та тепӗр 100 çул янăратăрччӗ-ха. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество