Сувар

Юр пӗрчи те чăрмав иккен

Тутар АССРӗ тата Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалласа январӗн 22-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Чăваш культурин кунӗсем пуçланчӗç. Ăна уçма Шупашкартан никам та килмерӗ. Маларах шантарнă культура министрӗн çумне Е.Черновăна юр çуни хăратнă.

Тутарстанра Чăваш культурисен кунӗсене чăваш тата тутар ӳнерçисен ӗçӗсен сумлă куравӗ уçрӗ. Пӗтӗмпе 20 чăваш, 50 тутар авторӗн: Тутарстанран Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн, ТР Художниксен союзӗн председателӗн Зуфар Гимаевăн, ТР халăх художникӗн Мударис Мингазовăн, ТР искусствисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗсен Юрий Бердниковпа Рабис Саляховăн, ТР тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Татьяна Бердникован, Раççей Художниксен союзӗн пайташӗн Елена Баймяшкинан, Чăваш Енрен халăх художникӗсен Миша Григорянпа Анатолий Даниловăн, Константин Долгашовпа Николай Егоровăн, ЧР тава тивӗçлӗ художникӗсемпе культура ӗçченӗсен Вагиз Камалетдиновăн, Ольга Леонтьевапа Мидхат Шакировăн, ЧР Художниксен союзӗн ытти пайташӗсен  ӗçӗсем.

– Пӗр халăха территорипе административлă чикӗсемпе уйăрма çук, вăл пурпӗр пӗр халăхах юлать. Тутарстанпа Чăваш Ен чăвашӗсене, çаплах çак икӗ регионта пурăнакан тутарсене пӗрлештерекен черетлӗ ӗç тума май пурришӗн савăнатăп, – терӗ  Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов курава уçнă май.

Мӗнле тӗрӗс сăмахсем! Тутарсен кун пек калама сăлтавӗ пур, вӗсемшӗн Марс çинче тутар тупăнсан та – хăйсен. Январӗн 17-мӗшӗнче кăна-ха Нью-Йоркри тӗнчипе паллă Карнеги-холăн тӗп залӗнче «Үзгәреш җиле» («Ветер перемен») тутар юррин фестивальне ирттерчӗç. ТР Президенчӗн тӗревӗпе пулчӗ ку уяв. Куратпăр ӗнтӗ, тутарсемшӗн океан урлă каçасси те ним те мар, чăвашсемшӗн вара пӗчӗк юр пӗрчи те чăрмав. Чăваш культурин кунӗсене пуçлакан çак курава уçма та акă Шупашкартан никам та килмерӗ. Маларах шантарнă культура министрӗн çумне Е.Черновăна юр çуни хăратнă иккен. Калăн, Тутарстан вăл кӳршӗре мар, тепӗр континентра вырнаçнă. Эппин, кунта çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: чăваш тӗнчине Иван Яковлев, Петӗр Хусанкай, Иоаким Максимов-Кошкинский пек çынсем ӳстерсе парнеленӗ, пӗрремӗш чăваш хаçачӗ, чăваш театрӗ çуралнă çӗр çинчи чăваш культурин кунӗсем Шупашкаршăн ниме тăман япала кăна, апла-тăк кунта килни вӗсене нимӗн те памасть. ЧР культура министрӗ хамăр ентеш, нумай çул Тутарстанри ЧНКАна ертсе пынă çын пулнине шута илсен, пач ăнланмалла мар япала. Чăваш Енӗн наци политики, ертӳлӗхӗн команди çуккине яр уççăн кăтартни.
Телее, Тутарстанра чăваш культурин кунӗсем тӗлӗнмелле чаплă лару-тăрура старт илчӗç. Республикăн Халăхсен ассамблейи хальхинче те пысăк тӗрев пачӗ. Мероприятие сумлă хăнасем, ТР ЧНКА ӗçченӗсем, Хусанти «Салам» чăваш ансамблӗ, тутар юрăçисем, Галина Семенова хореограф тата, паллах, ӳнерçӗсем хăйсем хутшăнса асра юлмалла ирттерчӗç.
– Чăвашпа тутар туслăхне 100 çул кăна мар, эпир тахçанхи туссем. Малалла та алла-аллăн тытăнса утăпăр, – терӗ ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов мӗнпур чăваш ятӗнчен.
 ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвком ертӳçи Николай Владимиров вара Тутарстан республика халăхӗсен культурипе йăли-йӗркисене сыхласа хăварса аталантарасси çине пысăк тимлӗх уйăрнине,  республика пулăшăвӗпе çулталăкне 12 наци уявӗ, вӗсенчен иккӗшӗ чăвашсен Уявӗпе Учӳкӗ, иртнине аса илтерсе хăварчӗ. 2020 çулта халăх çыравӗ иртессине, миçе çын хăйне «чăваш» тесе палăртасси наципе культура автономийӗсен хастарӗсенчен нумай килнине каларӗ.
Хусанти Туслăх Çуртӗнче уçăлнă тутарпа чăваш ӳнерçисен куравӗпе кирек кам та паллашма пултарать, курав февралӗн 12-мӗшӗчченех ӗçлет. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: