Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юрать-ха медицина перчеткисене ҫыхса хӑварман

Туратсем ҫине ҫыхнӑ татӑксем сахал мар, чӑрӑш лӑссисем ҫине ҫыхнӑскерсем ҫӗнӗ ҫулхи капӑрлӑха аса илтереҫҫӗ

Пӳлерти Валем хуҫа ҫӑлӗ патне паянхи кун та нумай ҫын килет. Ҫынсем ҫапли пекех ҫӑлран шыв ӑсаҫҫӗ, ларса апат тӑваҫҫӗ, чӳклекен те пур, ту ҫине пусмапа хӑпаракан та.
Авалтан пыракан йӑла тӑрӑх, Валем хуҫа патне килекенсем тутӑр ҫурса ун татӑкӗсене йывӑҫ турачӗсем ҫине тӗвӗлесе ҫыхса хӑвараҫҫӗ. Турӑран сывлӑх ыйтса тӑваҫҫӗ ҫакна. Туратсем ҫине ҫыхнӑ татӑксем сахал мар, чӑрӑш лӑссисем ҫине ҫыхнӑскерсем ҫӗнӗ ҫулхи капӑрлӑха аса илтереҫҫӗ.
Этем Валем хуҫа вырӑнӗн хӑватне ӗненет пулсан, ма чарас кун пек тума?
Анчах та юлашки вӑхӑтра туратсем ҫине  ҫынсем медицина маскисем ҫыхса хӑварма пуҫланӑ. Усӑ курнӑ хӳтӗленӳ хатӗрӗсем сахал та мар. Ку куҫа тӑрӑнать тата питӗ илмесӗр курӑнать. Авалхи сӑваплӑ вырӑна хисеплемелле пек те...
Тепӗр енчен пӑхсан, туратсем ҫине ҫыхса хӑварнӑ маскӑсем – самана палли. Вӑхӑт вӗсене те хыҫа хӑварасса шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев