Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮРАТСА ПĂРАХНĂ ÇЫН САВНИНЕ ТĂТĂШ АСА ИЛНӖ ПЕК

Игнатий владыка, мана акă мӗн интереслентерет: чиркӳре иртекен литургисем вăрăм, мӗнле кăна кӗлӗ, акфистсем çук тата. Христиан тӗнчинче çветтуйсем, Турă сăмахне халăх патне çитерекенсем (богословсем) çав тери нумай. Вӗсем те кӗлӗ кӗнекисем çырнă. Ирхи, каçхи кӗлӗсем те кӗске мар. Çав вăхăтрах пачăшкăсем «Турăçăм, çырлах, каçар» тени те çителӗклӗ теççӗ. Паллах, ку сăмахсем чӗререн тухмалла. «Спас» телеканал та пăхма юрататăп эпӗ. Унта та кун пек каланине пӗрре мар илтнӗ. Апла мӗншӗн-ха кӗлӗсем вăрăм? Турă пире витӗр курса тăрать мар-и? Валентина М., Хусан.

  • Хисеплӗ Валентина, эсир Турă йăлт курать, çав шутра пирӗн шухăш-кăмăла та тесе тӗрӗсех çыратăр. Кӗлӗсен пӗлтерӗшӗ пирки вара пӗлӗвӗр çителӗксӗр пулни курăнать. Ку сире ятламалли сăлтав мар. Чун шыравӗ, тупсăмне пӗлес тени паха. Апла эсир кăмăл-сипет енчен аталанса чунлăх патне утатăр. Хăш-пӗри чиркӗве çӳресен те ыйтма вăтанать. Пӗлменнипе  кӗлӗсем вăрăммипе нушаланса çитет. Литургин пӗлтерӗшне пӗлекен вара пачăшкăн кашни хусканăвне ăнланса, мӗн хыççăн мӗн пулассине пӗлсе тăрать. Вăл сисмест те кӗлӗ иртнине.

Литургире куллен кун Турă тӗнчене, пӗрремӗш çынсене – Адампа Евăна пултарнинчен, вӗсем пӗрремӗш çылăх тунинчен, çăтмахран хăваласа кăларнинчен пуçласа этемлӗхе çылăхран хăтарма Турă Çветтуй сывлăш хăвачӗпе Таса Хӗр Марийăран çурални, Иисус Христос Хӗрес çинче пирӗн çылăхсемшӗн вилни, унтан чӗрӗлсе тăни таран асăнса кӗлӗ ирттереççӗ. Урăхла каласан, Библире çырса кăтартнисене асăнаççӗ. Пысăк тӗн праçникӗсенче вара çав кун пулса иртнӗ пулăмсене тӗппипе асăнса кӗл тăваççӗ. Тӗслӗхрен, Мăнкун эрнинче Иисусăн çӗр çинчи юлашки кунӗсенчи пулăмсене черетпе асăнаççӗ. Литурги вӗçленсен пачăшкă Алтарь алăкне хупса чаршава карса хуни Çăтмах алăкӗ хупăннипе  Аслă суд çитессине пӗлтерет.

Валентина, эсир каланă пек куллен кунра кӗске кӗлӗ те çителӗклӗ. Çын кунӗпе ывăнса та çитет. Анчах кӗллӗн вăйӗ – яланлăхра. Сахал сăмахпа та пулин Турра ир те, кăнтăрла та, каç та, хуть мӗнле ӗç пуçланă чух та аса илмелле. Ăспа, чӗрепе Турăпа пулмалла. Анчах кӗске кӗлӗ те çитет тени чунпа наянланмаллине пӗлтермест. Май пулсан чиркӳри кӗлле çӳрени питӗ аван. Ученăйсем те тахçанах кӗлӗ вуланă чух этем тавра хăйне евӗр аура йӗркеленнине çирӗплетнӗ. Тата 40 минутра çын лăпланать, ку çирӗплетнӗ факт, кӗскерех кӗлӗсем шăп çавăн чухлӗ пыраççӗ. Кӗскен те пулин Турра талăкне ирхине, кăнтăрла, каçпа аса илме тăрăшăр. Ку пӗрре те йывăр мар, уйрăмах Турă чӗрере пулсан.

Ак, пурнăçран тӗслӗх илсе кăтартап. Хӗр каччăна юратса пăрахсан ун çинчен вăл пӗрре те шутлама чарăнмасть, ир те, каç та аса илет. Амăшӗ те çаплах, ывăл-хӗрӗ унăн ялан пуçра. Салтака кайнă ывăлӗ çинчен пӗрре те пăшăрханма пăрахмасть. Йăлтах йӗркеллӗ пултăр тесе пӗр вӗçсӗр хăй ăшӗнче тытса çӳрет. Енчен те çын Турра юратсан ăна вăл манаймасть.  

Серафим Саровский православи çыннисене «Эй, Çӳлти Аттемӗр», «Ӗненӳ символне», «Турра çуратакан Таса Хӗр савăн» кӗлӗсене кашни кун виçшер хут вулама хушать.

Чи кирли вăл таса чӗрепе пурăнни. Çынсен хушшинче юрату кирлӗ, вăл ытларах пулмалла. Эсир социаллă сетьсенче çынсем пӗр-пӗрне хăртма вăтанманни, усалланни çинчен калатăр. Ку пӗтӗмпех ӗненӳ çуккипе çыхăннă. Турра чӗрере тытакан çын усалланмасть.

Хисеплӗ Валентина, сирӗн ыйтăвăра хуравларăм пулӗ. Турă пилӗ сирӗнпе пуринпе те пултăр.

Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев