Сувар

Ыйту пур-тăк, министр патне кил

Мартăн 26-мӗшӗнче республика гражданӗсене ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ йышăнать.

Мартăн 26-мӗшӗнче «Единая Россия» парти Председателӗн Дмитрий Медведевăн регионри обществăлла йышăну пӳлӗмӗнче ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова граждансене Тутарстанра льготăллă категорие кӗрекен çынсене социаллă пулăшупа тивӗçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе йышăнать. Министр ыйтупа килекенсене ирхине 10.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен, Карл Маркс урамӗ, 31/7 çурт адреспа йышăнать. Приема килес тесен тата хушма информаци кирлӗ пулсан (843) 238-10-00 номерпе шăнкăравламалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: