Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыйту пур-тăк – çыр

Специалистсем çынсен ыйтăвӗсем çине çийӗнчех хуравлӗç, кирлӗ приставка суйласа илес, телевизора антеннăпа еплерех çыхăнтарас, настройкăна кирлӗ пек йӗркелес енӗпе кирлӗ канашсем парӗç.

Тутарстан Республикин патшалăх услугисен порталӗнчи «Народный контроль» сервисра çынсенчен килекен ыйтусен çӗнӗ категорийӗ хута кайнă. Халӗ республикăра пурăнакансем цифрăлла телевидени çине куçассипе çыхăннă ыйтусене унта çырса ярса хурав илме пултарни пирки пӗлтерет ТР Информатизаципе çыхăну министерствин пресс-служби. Специалистсем çынсен ыйтăвӗсем çине çийӗнчех хуравлӗç, кирлӗ приставка суйласа илес, телевизора антеннăпа еплерех çыхăнтарас, настройкăна кирлӗ пек йӗркелес енӗпе кирлӗ канашсем парӗç.

Цифрăлла телевидени çине куçас тӗлӗшпе ыйтусем пур-тăк, Тутарстан Республикин патшалăх услугисен порталӗнче https://uslugi.tatarstan.ru/ регистрациленмелле (маларах регистрациленмен пулсан), «Народный контроль» сервис урлă ыйтăвăра çырса ямалла. Ăна вуласа тухса тӗрӗслесен сервисра хуравӗпе пӗрле пичетлесе кăларӗç. Ку категорири ыйтусене ТР Информатизаципе çыхăну министерстви пăхса тăрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание