News by date 9 April 2019
-
Ыйту пур-тăк – çыр
Специалистсем çынсен ыйтăвӗсем çине çийӗнчех хуравлӗç, кирлӗ приставка суйласа илес, телевизора антеннăпа еплерех çыхăнтарас, настройкăна кирлӗ пек йӗркелес енӗпе кирлӗ канашсем парӗç.
-
Повар – вăрçăра яваплă çын
Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра çуралнă, хальхи вăхăтра Челябинск хулинче пурăнакан Евгения Николаевна Пустозерован (хӗр чухнехи хушамачӗ Трубина) каласа памалли тем чухлех. Турă сывлăх парсан, кăçал декабрӗн 13-мӗшӗнче 100 çул тултарать вăл. Çак черчен, анчах характерпа çирӗп хӗрарăм икӗ вăрçă ветеранӗ. 1942 çулхи май уйăхӗнче фронта тухса кайнăскер, нимӗç фашисчӗсене тата Япони милитарисчӗсене çӗнтерсе 1945 çулхи октябрь уйăхӗнче кăна киле таврăннă.