Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Повар – вăрçăра яваплă çын

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра çуралнă, хальхи вăхăтра Челябинск хулинче пурăнакан Евгения Николаевна Пустозерован (хӗр чухнехи хушамачӗ Трубина) каласа памалли тем чухлех. Турă сывлăх парсан, кăçал декабрӗн 13-мӗшӗнче 100 çул тултарать вăл. Çак черчен, анчах характерпа çирӗп хӗрарăм икӗ вăрçă ветеранӗ. 1942 çулхи май уйăхӗнче фронта тухса кайнăскер, нимӗç фашисчӗсене тата Япони милитарисчӗсене çӗнтерсе 1945 çулхи октябрь уйăхӗнче кăна киле таврăннă.

Çӗршыв историйӗнчи хăрушă кунсенче, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче, Теччӗ хӗрӗ Евгения Николаевна Пустозерова (хӗр чухнехи хушамачӗ Трубина) салтаксемпе офицерсем валли апат пӗçернӗ. Хирти кухньăпа Молдави, Румыни, Венгри,... витӗр иртнӗ. Çӗнтерӗве Чехословакире кӗтсе илнӗ.

Телее, суранланман, контузи вара пулнах. Турри ку хӗрарăмăн хуйхи ахаль те сахал мар тенӗ ахăртнех. Евгения Николаевнăшăн йывăр çухатусем вăрçăчченех пуçланнă.  Хӗрӗсем Лидяпа Зоя пӗчӗклех чирлесе вилсе кайнă.  Вăрçă пуçланнă пирвайхи кунсенче фронта кайнă мăшăрӗнчен те пурӗ те пӗр çыру кăна килнӗ. «Çапăçăва кӗретпӗр. Сывă пулсан çырăп»,– тенӗ унта Порфирий Читаев. Вăл Белорусси çӗрӗ çинче пуç хунă.

Апат енчен аванах марччӗ, Молдавире чухне выçă салтаксемпе офицерсене мӗн те пулсан çитерес тесе ял тăрăх кайрăм. Çапла пӗр витре таранах сӗт пухса килтӗм те вӗсене сӗт яшки пӗçерсе патăм,– аса илет ветеран вăрçăн асра юлнă саманчӗсенчен пӗрне. Çав шутра çуркунне-кӗркунне пыльчăкра е хӗллехи ашăмра машина путса ларсан арçынсемпе пӗрле кăларма пулăшни, хир кухнине тăшман бомба пăрахни, каялла чакма тивсен хатӗр апата тăкни, Японире шывсăр аптрани, тата ытти те, тата ытти те.

Евгения Пустозерова Челябинскри çар авиацийӗн штурманӗсен иститутӗнче 1994 çулчченех поварта тăрăшнă. Кунтах Николай Ивановоич Пустозерова качча тухнă. 36 çул пӗрле килӗштерсе пурăннă мăшăр, анчах ачисем пулман. Нумай наградăна тивӗçнӗ ентешӗмӗр халӗ те вăрçă ветеран-хӗрарăмсен «Боевые подруги» клубӗнче тăрать-ха.

Çӗнтерӳ кунне халалласа  хула администрацийӗ «Кăнтăр Урал халăхӗсен çамрăксен ассамблеи» тата Челябинскри Чăвш наципе культура автономийӗпе Çӗнтерӳ кунне халалласа çуллен ирттерекен мероприятисене хутшăнать. Чăвашлах калаçать, такмаксем каласа юрлать. 100 çул тулатаракан ентешӗмӗрӗн тепӗр пысăк ӗмӗчӗ те пур, вăл кăçал хăйӗн тăван ялне (Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă) килсе курасшăн. ( Е.Пустозерова сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев