Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЙЫВĂÇСЕМ ТЕ ТУСЛĂХ ÇИНЧЕН КАЛАÇАÇÇӖ КĂÇАЛ

Августăн 12-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ паркра «Йывăçсем мӗн çинчен юрлаççӗ?» хăйне евӗрлӗ постановкăн презентацийӗ иртрӗ.

Хусан мэрийӗ Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă проект çӗр-çӗр куракан кăмăлне кайрӗ. Чăвашсен «Юман паттăр», удмуртсен «Чипер хурăн», мордвасен «Доболго Пичай» тата марисен «Асамлă хӗç» халапӗсене умлăн-хыçлăн лартрӗç. Çак халапсене пурне те çутçанталăк теми пӗрлештерет. Сюжет йӗрне куракан юрă-ташă, йăла-йӗрке урлă сăнарӗ. Тӗрлӗ наци пурнăç йӗркине, çав вăхăтра вӗсен хаклăхӗсем пӗр пулнине пултарулăх ушкăнӗ хальхилле ăнлантарса театр чӗлхи урлă кăтартрӗ. Çавăнпа халапсенче кулмалли, хаш сывламалли, куççуль кăлармалли самантсем нумайччӗ. Анчах тӗп шухăшӗ –  Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан халăхсем çутçанталăка юратни, ку енӗпе вӗсен шухăшӗ пӗр пулни.
Икӗ сехете тăсăлнă постановкăра харăсах 4 халăх культурине кăтартасси пӗрре те çăмăл мар, çапах та пултарулăх ушкăнӗ ума лартнă тӗллеве туллин пурнăçларӗ. Чăвашсен «Юман паттăрӗнче» те акă юрăсене чăн чăвашлах питӗ хитре юрларӗç. Постановкăна курнă, халăх сăмахлăхне ăнкаракан Хусан чăвашӗсем кăлтăксене асăрхаман мар-ха, çапах та  вӗсем куçа тăрăнаканнисемех мар-мӗн. Ку ӗнтӗ нумай нациллӗ пултарулăх ушкăнӗнче чăвашсем питех çуккипе те çыхăннă-тăр-ха. Хăйне евӗрлӗ постановкăна бурят режиссерӗ Сойжин Жамбалова, Мускав художник-постановщикӗ Ольга Богатищева, Осети хореограф-постановщикӗ Мария Сиукаева тата бурят композиторӗ Дахалэ Жамбалов хатӗрленӗ. Халапсенчи сăнарсене Хусан, Мускав, Чулхула артисчӗсемпе театр аслă шкулӗсен студенчӗсем, пурӗ 15-ӗн, калăплаççӗ. Сăмах май, хусансемпе хăнасен «Йывăçсем мӗн çинчен юрлаççӗ?» постановкăна тепӗр кун та курма май пулчӗ, ăна августăн 13-мӗшӗнче те кăтартрӗç.
Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче республикăри нацисем çине тимлӗх чăнах та пысăк. Тӗрлӗ майпа, мелпе кунти халăхсен ӗмӗрхи туслăхне кăтартаççӗ. Чăваш чӗлхи те ытти çулсенчинчен те хыттăнрах янăрать. Урăхла пулма та пултараймасть, эпир Тутарстанра диаспора мар, тӗп халăхсенчен пӗри вӗт. (Хусан мэрийӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество