Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

З-МӖШ КЛАСРИ ВЛАДИСЛАВАН ХĂМĂР ПИÇИХХИ!

Февралӗн 22-24-мӗшӗсенче Çӗнӗ Шупашкар хулинче Раççейӗн WKC каратэ енӗпе X чемпионачӗ тата первенстви иртрӗ. Унта ăмăртуçăсем тӗрлӗ регионсенчен хутшăнчӗç. Вӗсен йышӗнче Çырчаллинчи 9 çулти чăваш хӗрӗ Владислава Шуркина та.

Февралӗн 22-24-мӗшӗсенче Çӗнӗ Шупашкар хулинче Раççейӗн WKC каратэ енӗпе X чемпионачӗ тата первенстви иртрӗ. Унта ăмăртуçăсем тӗрлӗ регионсенчен хутшăнчӗç. Вӗсен йышӗнче тутарстансем те пулчӗç.

Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче пирӗн ентешӗмӗр Владислава Шуркина та пуррине пӗлтерме пире çав тери кăмăллă: вăл Çӗнӗ Шупашкартан виçӗ медальпе таврăнчӗ. 9 çулти чăваш хӗрӗ Çырчаллинчи 44-мӗш номерлӗ шкулта 3-мӗш класра вӗренет. Эпир ун çинчен шăп икӗ çул каялла хаçатăмăрта çырнăччӗ (http://suvargazeta.ru/news/naberezhnyie-chelnyi/cyirchallinchi-prremsh-klas-hrachi-alaksene-tapsa). Ун чух пӗчӗк спортсменка каратэпе туслашни çулталăк çурă кăна иртнӗччӗ пулин те, 27 медальпе 5 кубок çӗнсе илме ӗлкӗрнӗччӗ вăл. Халӗ миçе медальпе миçе кубок-ши тетӗр-и?

– Медальсен шучӗпе арпашма та пуçларăмăр ӗнтӗ, шутлама та пăрахрăмăр. Пурне те шута илсен 70-тен те иртет пулӗ. Кубоксем халь 13, юлашки вăхăтра кубоксем пит парсах каймаççӗ ăмăртусенче, медальпех çырлахаççӗ, – терӗ Владиславăн ашшӗ Петр Анатольевич.

Ик çул каялла В.Шуркина кăвак пиçиххиллӗччӗ, халӗ хӗрпӗрчин хăмăр пиçиххи. Ăсталăхăн чи çӳллӗ шайне çитме тепӗр икӗ утăм çеç юлнă маттур хӗрпӗрчин.

Владислава уйăхран уйăха хăйӗн ăсталăхне ӳстерсе пыни уççăнах курăнать. Шел, çакăн пек пултаруллă ачасене патшалăхпа обществăлла организацисен енчен пӗр пулăшу та çук. Пур ăмăртăва та пӗчӗк спортсменкăна ашшӗ хăй шутӗнчен илсе çӳрет. Апла пулин те, пуç усмаççӗ Шуркинсем. Ачисен ăнăçăвӗшӗн вăхăтне те, вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллемеççӗ. Ак камран тӗслӗх илмелле пирӗн.

Владиславăна черетлӗ медальсем илнӗ ятпа саламласа малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр! (П.Шуркинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев