Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Закона хирӗç кайма çук, ăна пирӗн пăхăнмах тивет

«Сувар» редакцине пирӗн вулакансем тӗрлӗ ыйтупа çырса яраççӗ. Хăшӗ савăнăçпа, тепри нушапа çырать. Ку хутӗнче çыру Лениногорск районӗнчи Чишме (Сходнево-Чертанла) ялӗнче пурăнакан Ф.Н.Саврандеевран пулчӗ. Ун енӗпе нумай пулмасть Лениногорскри Административлă комисси административлă йӗркене пăсни пирки ӗç пăхса тухнă. Çыру çыракан хăйне явап тыттарнипе килӗшмен, ăна тӗрӗсмарлăх вырăнне хурса журналистсене пӗлтерме шутланă.

«Хаклă «Сувар» хаçат ӗçченӗсем!
Эпӗ сирӗн пата тӗрӗслӗх шыраса çыратăп. Эпӗ Филимон Никанорович Саврандеев пулатăп. Ачаран выльăх пăхнă. Манăн виçӗ лашаччӗ, халӗ пӗрре кăна юлчӗ. Унпа пӗрле тынапа ултă качака хӗл каçартăм. Ялта качака тытакансем те кирлӗ вӗт. Качака путеккисем хамăр урамри кукша пуç чечеккисене çисе пӗтерсен аялти урама ана пуçларӗç. Ман çине хуларан килнӗ мăкшăпа пӗр чăваш хӗрарăмӗ çăхав (жалоба) çырнă пулӗ тетӗп. Чишмере пурăнакансем сахал, çуллана хуларан улма акма килеççӗ.
Килти качакасене мăшăрăм Мария Александровна суса тăрать, сӗтне сутман. Ыйтакансене ахалех парса тăратпăр, çакна тӗрӗс тесе шутлатăп.
«Сувар» хаçата 25 çул юратса вулатăп. Хам малтан Луганск облаçӗнчи шахтăра ӗçлесе пенсие тухнă. Пенси сахал илетӗп, çавăнпа выльăх усратăп та. Хаçатра та ытларах выльăх пăхакан фермерсем çинчен вулама юратап. Анчах выльăх усранипех закона пăснă иккен. Эпӗ хуйхăрса пӗтрӗм, пурăнас килми пулса кайрӗ. Качака сӗчӗсӗр пурăнаймастăп, каçсерен пыр хӗртни ярса илет. Качака сӗчӗ кăна пулăшаять».

Филимон Саврандеев Лениногорск муниципаллă районӗн Административлă комиссийӗн 143№ Постановленине те паллашма ярса панă. Кӗскен пӗлтерсен унта çапла çырнă: «2015 çулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Куакбаш ял хутлăхӗ» муниципаллă йӗркеленӳ канашӗн 13№ йышăнăвӗпе Лениногорск районӗнчи «Куакбаш ял хутлăхӗ» муниципаллă йӗркеленӗвӗн тирпей-илем правилисен 134-мӗш пункчӗн 7-мӗш пайне, 135, 138-мӗш пунктсене, 137-мӗш пунктăн 4-мӗш пайне, 143-мӗш пунктăн 2-мӗш пайне пăснă. Документпа килӗшӳллӗн, Саврандеев гражданин выльăхсене кӗтӳ кӗтме юраман çӗре ирӗккӗн çӳреме кăларса янă пулать. Административлă комисси Саврандеева 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунă.
Ку ӗç енӗпе эпир Лениногорск муниципаллă районӗн Административлă комиссине шăнкăравларăмăр. Пирӗнпе АК яваплă секретарӗ Алла Игоревна Нуртдинова калаçрӗ.
Вăл пӗлтернӗ тăрăх, «Куакбаш ял хутлăхӗ» муниципаллă йӗркеленӳ тирпей-илем енӗпе правилăсене 2015 çулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче йышăннă. Çавăнтан вара ял хутлăхӗн пуçлăхӗсем граждансен пухăвӗсенче кашнинчех вырăнти закон йӗркисемпе, йышăннă правилăсемпе, çӗнӗлӗхсемпе улшăнусем çинчен ялта пурăнакансене пӗлтерсех тăраççӗ. Йӗркене пăсакансем пулсан асăрхаттараççӗ. Алла Нуртдинован сăмахӗсемпе, Саврандеев гражданина та пӗрре мар асăрхаттарнă.
«Ял хутлăхӗн пуçлăхӗсем хуть хăçан та кун пек ӗçсене хăйсен хушшинче ырăпа татса пама тăрăшаççӗ. Закон умӗнче явап тыттарасси патне çитерме тăрăшмаççӗ. Филимон Никанорович административлă комиссин ларăвне пыман. Лару пулассине ăна пӗлтернӗ, унран ларăва куçарма ыйтса ходатайство çуккипе ӗçе хăйӗнсӗр пăхса тухнă. Йышăннă йӗркене пăснине кура явап тыттарнă», – терӗ Алла Игоревна.
Юлташсем, хамăр енчен эпир сире вырăнти муниципаллă йӗркеленӗвӗн правилисемпе, йышăнăвӗсемпе паллашма, вӗсене кулленхи пурнăçра тытса пыма тата тимлӗ пулма ыйтатпăр. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗсене те çынсемпе ытларах тӗл пулса асăрхаттарса тăни ытлашши пулмӗ. Ват çынсем манма та пултараççӗ.  Çакна Филимон Саврандеевпа килсе тухнă ӗç те çирӗплетсе парать.
Хисеплӗ Филимон Никанорович, хамăр енчен сире хаçатпа нумай çул хушши туслă пулнăшăн тав тăватпăр. Ялта ирӗклӗ пурăнма хăнăхнине кура сирӗн туйăмсене те ăнланатпăр. Анчах закона хирӗç кайма çук, ăна пирӗн пăхăнмах тивет. Сирӗн кăна мар, пурин те.

Ирина ТРИФОНОВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев