News by date 10 May 2022
-
Павел Мельников çапăçура вилнине пӗлтерекен хут 1943 çулхи январь уйăхӗнче мăшăрӗ Татьяна Владимировна патне çитнӗ, каярах вăл килне чӗрӗ-сывă таврăннă.
Акă эпӗ Санюк аппа патне, хут çинчи пек каласан, Александра Петровна Мельникова патне васкатăп. Сăлтавӗ вара çакăн пек: Тутарстанăн Астăвăм кӗнекине тишкернӗ май, Элшел ялӗн вăрçăра пуç хунисен йышне сывă таврăннă 5 çынна çырса хунине асăрхарăм. Вӗсенчен пӗри Санюк аппан пăятамăшӗ (упăшкин ашшӗ) – Павел Николаевич Мельников. «Мельников Павел Николаевич Тутар АССРӗнчи Буденновка районне кӗрекен Элшел ялӗнче 1901 çулта çуралнă. Хӗрлӗармеец. 3 МК 3 МБР чаçра хӗсметре тăнă. Çапăçура вӗлернӗ. 21.12.1942 ç. Пытарнă: Калинин облаçӗ (халӗ Тверь облаçӗ. – Авт.), Оленино районӗ, Верисета ялӗ, 100 м. хӗвеланăçнелле». Кӗнекере çапла картса çырнă пулсан, салтакăн мăшăрӗ патне «вилӗм хучӗ» те çитнех ӗнтӗ. Упранать-ши вăл? –Çук çав, ачам, упраймарăмăр. Кивӗ пӳрте çӗнетнӗ чухне газетпа (хаçата çапла калаççӗ элшелсем – Авт.) чӗркенӗ çырусене, ытти хутсене, сăнӳкерчӗксене картишне хунăччӗ. Вăйлă çумăр çурӗ те вӗсем веç исленсе пӗтнӗ. Тӗплӗ пуçтарса хумалла пулнă та çав...
-
Хусанта «Вилӗмсӗр полка» 170 пине яхăн çын хутшăнчӗ
Мероприятие çынсем кăнтăрла иртсе 13.00 сехетрех пуçтарăнма тытăнчӗç. 15.00 сехет тӗлне хула центрне машинапа кӗме çукчӗ ӗнтӗ. Пур çӗрте те вăрçа хутшăннă тăванӗсен портречӗсене йăтса çынсем хула варрине васкарӗç. нумайăшӗ çемйи-çемйипе тухнă, ачисене çар тумне тăхăнтарнисене нумай курма пулчӗ. «Вилӗмӗср полка» нимпе те танлаштарма çук. Ытти массăлла мероприятисем пек мар вăл.