Хусанта «Вилӗмсӗр полка» 170 пине яхăн çын хутшăнчӗ
Мероприятие çынсем кăнтăрла иртсе 13.00 сехетрех пуçтарăнма тытăнчӗç. 15.00 сехет тӗлне хула центрне машинапа кӗме çукчӗ ӗнтӗ. Пур çӗрте те вăрçа хутшăннă тăванӗсен портречӗсене йăтса çынсем хула варрине васкарӗç. нумайăшӗ çемйи-çемйипе тухнă, ачисене çар тумне тăхăнтарнисене нумай курма пулчӗ. «Вилӗмӗср полка» нимпе те танлаштарма çук. Ытти массăлла мероприятисем пек мар вăл.
Майăн 9-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен Çӗнтерӳпе таврăннисене тата фронтра пуç хунисене халалласа Пӗтӗм Раççейре кăна мар, ӗлӗкрех Совет Союзне кӗнӗ тăванла республикăсенче, хăш-пӗр ют çӗршывсенче те «Вилӗмсӗр полк» иртрӗ. Тутарстан Республикинче нумай çӗрте, районӗсенче, акци пӗр кун маларах, майăн 8-мӗшӗнче иртрӗ. Хусанти «Вилӗмсӗр полка» пурӗ 170 пине яхăн çын хутшăнчӗ. Мероприятие çынсем кăнтăрла иртсе 13.00 сехетрех пуçтарăнма тытăнчӗç. 15.00 сехет тӗлне хула центрне машинапа кӗме çукчӗ ӗнтӗ. Пур çӗрте те вăрçа хутшăннă тăванӗсен портречӗсене йăтса çынсем хула варрине васкарӗç. нумайăшӗ çемйи-çемйипе тухнă, ачисене çар тумне тăхăнтарнисене нумай курма пулчӗ. «Вилӗмӗср полка» нимпе те танлаштарма çук. Ытти массăлла мероприятисем пек мар вăл. Пурте савăнăçлă, çуталнă пит-куçлă, пӗр-пӗринпе уйрăмах ыррăн калаçаççӗ. Утнă май кассăн-касăн Ура! кăшкăрни аслати пек кисретет таврана. Çынсем пушшех хавхаланаççӗ. Çапла Толстой скверӗнчен пуçласа Хура кӳлӗ парк умӗн, Кремлевская урамӗпе тухса Хусан Кремлӗнчен пăрăнса тинӗс евӗр халăх Пинçуллăх тӳремне тухрӗ. Кунта вара Çӗнтерӗве халалланă концерт пырать.
Чăвашсем те йышлăн хутçăнчӗç «Вилӗмӗср полка». Эп курнисен шутӗнче хамăрсăр пуçне Елисеевсен, Бердниковсен, Чаркинсен çемйисем пулчӗç.
Сăнӳкерчӗксем О.Бердникован, С.Чаркинан, А.Бултыкован.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев