News by date 10 October 2022
-
Ача-пăчапа çамрăксен театр ушкăнӗсен хушшинче иртекен конкурс пуçланнă
Тутарстанра ача-пăчапа çамрăксен театр ушкăнӗсен фестивалӗн регионри тапхăрӗ пуçланнă. Конкурса хутшăнас тесен заявка тата спектакле видео ӳкерсе ярса памалла. Тутарстанри чăваш шкулӗсенче те хăш-пӗр çӗрте драмкружоксем ӗçлеççӗ. Шăпах профессиллле мар ушкăнсем хушшинче иртет конкурс. Профильлӗ аслă шкулта е училищӗре вӗренекенсем унта хутшзăнма пултараймаççӗ. Çакна положенире те çырса кăтартнă.
-
Мускав-Чулхула-Хусан е М-12 автотрассăна 2023 çул вӗçӗнче хута ярасшăн, ун чух тӗп хуламăра 6,5 сехетрех çитӗпӗр
Мускавран Хусана Чулхула урлă М-12 автоçула туса пӗтермен-ха, çапах ăна халалланă куравсем хатӗр те. Октябрӗн 12-мӗшӗнче «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра халăхсен хушшинчи «Дорога» ятарлă курав хӳттинче «Пирӗнпе хуласем çывăхрах» («С нами города становятся ближе») фотокурав уçăлать. Çула туса пӗтерессе çынсем те питӗ кӗтеççӗ, ун чух вӗт Мускав çулӗ палăрмаллах кӗскелӗ, çӗршывăмăрăн тӗп хулине 6,5 сехет хушшинче çитме пулӗ.
-
Ăçта çухалнă Раççей ылтăнӗ?
Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Ногай» хăна çуртӗнче вырнаçнă «Китап clab» ресторанта Равиль Ибрагимовăн «Тайна золотого запаса России» е «Хусанăн», «Колчак ылтăнӗ» кӗнекен хăтлавӗ иртет. Автор кӗнекере Хусанта упраннă Раççейӗн ылтăн запасӗ Граждан вăрçи вăхăтӗнче ăçта çухалма пултарнине тӗпчет.