Мускав-Чулхула-Хусан е М-12 автотрассăна 2023 çул вӗçӗнче хута ярасшăн, ун чух тӗп хуламăра 6,5 сехетрех çитӗпӗр
Мускавран Хусана Чулхула урлă М-12 автоçула туса пӗтермен-ха, çапах ăна халалланă куравсем хатӗр те. Октябрӗн 12-мӗшӗнче «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра халăхсен хушшинчи «Дорога» ятарлă курав хӳттинче «Пирӗнпе хуласем çывăхрах» («С нами города становятся ближе») фотокурав уçăлать. Çула туса пӗтерессе çынсем те питӗ кӗтеççӗ, ун чух вӗт Мускав çулӗ палăрмаллах кӗскелӗ, çӗршывăмăрăн тӗп хулине 6,5 сехет хушшинче çитме пулӗ.
Мускавран Хусана Чулхула урлă М-12 автоçула туса пӗтермен-ха, çапах ăна халалланă куравсем хатӗр те. Октябрӗн 12-мӗшӗнче «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра халăхсен хушшинчи «Дорога» ятарлă курав хӳттинче «Пирӗнпе хуласем çывăхрах» («С нами города становятся ближе») фотокурав уçăлать. Тата çак кунах «Ушедшие в бессмертие. Памяти 2-ой ударной волны» кӗнеке хăтлавӗ пулать.
М-12 федераллă автотрасса тӗпрен çӗнӗ çул. Ун вăрăмăшӗ 800 километр ытла. Халӗ унăн кашни километрӗнче хӗрӳ ӗç пырать темелле. Çак çула тунă çӗрте чăвашсем те йышлăн ӗçлеççӗ, Тутарстанăн кашни районӗнченех пур ӗçлекенсем. 2023 çул вӗçне Хусантан Мускава çити çула туса пӗтерсе уçасшăн. Çакна çынсем те питӗ кӗтеççӗ, ун чух вӗт Мускав çулӗ палăрмаллах кӗскелӗ, çӗршывăмăрăн тӗп хулине 6,5 сехет хушшинче çитме пулӗ. Аса илтеретпӗр, проект 2024 çул тӗлне магистраль инфраструктурине çӗнетсе аталантарассипе çыхăннă Комплекслă планпа пурнăçланать.
Сентябрь уйăхӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Мускав облаçӗнче М-12 автотрассăн 0-мӗш тапхăрӗн пӗрремӗш пусковой комплексӗн 22,5 километрне хута яма ирӗк пачӗ. Ку уйăхра вара Владимир облаçӗнче те çулăн 26 километрне хута ярӗç.
Кӗскен каласан, фотокурав çынсене автоçула тăвасси мӗнле пынипе тӗплӗн паллаштарӗ.
Курав хыççăн тӳрех кӗнеке хăтлавӗ пуçланать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче 2-мӗш ударлă çар Волхов фронтӗнче тăшмана хирӗç кӗрешнӗ. Паттăрлăхӗ вӗсен пысăк. Çапăçура кăтартнă паттăрлăх М-11 трассăпа тачă çыхăннă, «Нева» тенӗ ăна урăхла. Вăл Мускава Санкт-Петербургпа çыхăнтарнă пулнă. Магистралӗн пӗр участокӗ Новгород облаçӗнчи Мясной бор ял çывăхӗпе иртет. 1941-1942 çулсенче çак ансăр коридорпа 2-мӗш ударлă çара мӗн кирлипе тивӗçтерсе тăнă. Çак çулпа вӗсем нимӗç фашисчӗсен ункинчен тухнă. Çавсен шутӗнче Муса Джалиль те пулнă. М-11 çулăн территорине строительство ӗçӗсем валли хатӗрленӗ чухне кунта совет салтакӗсен шăммисене те тупнă. 2020 çулхи июнь уйăхӗнче 563 километрта «Погибшим при защите Отечества» мемориал палăкне уçнă.
Проект хӳттинче 2-мӗш ударлă тата 52-мӗшпе 59-мӗш çарсен çапăçу çулне те анлă тӗпченӗ. Шăпах вӗсем Ленинграда блокадăран кăларас тесе кӗрешнӗ, Любань операцийӗ ятпа кӗрсе юлнă вăл историе. Кӗнекене çырнă чух хамăр çӗршыври архив докуменчӗсемпе кăна мар ют çӗршыврисемпе те анлă усă курнă. Халиччен вӗсем специалистсемшӗн паллă пулман. Конфликтăн икӗ енне те тарăн тӗпчесе çар операцийӗсен хронологине чӗртсе тăратнă: Чудов районӗнчи оккупацие, ял çыннисем гуманитарлă катастрофăна тӳснине, тата ыттине те. Çапăçу районӗсенчи лару-тăрăва кăтартакан çӗнӗ карттăсем туни вара чăннипех пысăк çитӗнӳ пулса тăнă.
«Ушедшие в бессмертие. Памяти 2-ой ударной волны» кӗнеке вăрçăра пуç хунисене ӗмӗр асра тытассинче тата истори тӗрӗслӗхне упрассинче пит пысăк утăм пулса тăраççӗ.
Истори тӗрӗслӗхӗ мӗн тери хаклине, ăна упрама кирлине паян эпир нихçанхинчен те ытларах куратпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев