News by date 29 June 2016
-
Анатолий Самаренкина РФ Ял хуçалăх министерствин ылтăн медальне панă
Июнь пуçламăшӗнче «Сувар» хаçатăн Попечителӗсен канашӗн членӗ Анатолий Константинович Самаренкин Мускавран ылтăн медаль илсе таврăнчӗ. Нумай çул тухăçлă ӗçлесе агропромышленность производствинче çитӗнӳсем тунăшăн, пысăк обществолла ӗç илсе пынăшăн «КамАЗ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорӗн канашçине Анатолий Константинович Самаренкина Раççей ял хуçалăх министерстви ведомствон «За вклад в развитие агропромышленного комплекса России»...
-
Вăман айӗнче, Саврăшпуçӗнче...
Çак пурте пӗлекен юрăри сăмахсене тӳрре кăларса Аксу районӗнчи саврăшпуçсем Уява шăп çавнашкал вырăнта ирттерме шутланă. Ку ӗçре вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, ялти депутатсем, культура çурчӗн ӗçченӗсем тӗплӗн хатӗрлени тӳрех сисӗнчӗ. Район администрацийӗ те айккинче юлмасть. Çавăнпах пулӗ Аксу районӗнчи Уява çынсем çулсерен чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Çӗр хăвачӗ -...