Новости за 25 января 2017
-
25 января 2017 - 16:15Хусанти чăваш ташă каçӗн вăхăчӗ улшăннăМаларах çырнăччӗ ӗнтӗ, хусанта чăваш ташă каçӗ февралӗн 10-мӗшӗнче пулать тесе. Халь кăна пӗлтерчӗç, технический сăлтавсене пула ăна 1 кун малараха куçарнă. Вырăнӗ çавăнтах. Февралӗн 9-мӗшӗнче эрнекун хулари чăваш çамрăкӗсене (18+), аслăраххисене те «Корстон» кану центрӗнче 22.00 сехетре кӗтеççӗ. Хальхи дискотекăсене кирлӗ фейсконтроль, хуралçăллă автостоянка, кӗнӗ çӗрте çумкасене тӗрӗслени, алла...
-
25 января 2017 - 10:26Республикăра «гонконг грипӗ» алхасатьТутарстанра H3N2 штамлă «гонконг грипӗн» 89 пулăмне тупса палăртнă. Медиксен çирӗплетнӗ тăрăх, унпа грипран вакцина туманнисем чирленӗ. - Вируссем улшăнса пынине кура вакцина та çулсерен çӗнелет, - ăнлантарать ТР Сывлăх сыхлавăн инфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов. - Тӗслӗхрен, иртнӗ çул Тутарстанра сысна грипӗ çӳрерӗ, ку çулта вара...
-
25 января 2017 - 08:23Ăçта çухалтăн, Сергей?Нурлат район следователӗсем хальхи вăхăтра Элкел районӗнчи Кивӗ Тахталта пурăнакан Сергей Викторович Сардулов çухални пирки килнӗ хыпара тӗрӗслеççӗ. 1997 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче çуралнă чăваш каччи иртнӗ çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнă та таврăнман, вăл ăçта пулни паянхи кун та паллă мар. Вырăнти шкул дирекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, Сергей нихăçан та...
-
25 января 2017 - 06:53ПӗлтерӳФевралӗн 17-мӗшӗнче 11.00 сехетре Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗ пулать. Кун йӗркинче - 2017 çулхи ӗç планне пăхса тухасси, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен отчетпа суйлав конференцийӗсен вăхăчӗсене палăртасси тата ытти ыйтусем.
-
25 января 2017 - 06:22Ар çури(калав) Çакă çутă тӗнчере мӗн пуррипе çуккине тӗпчекен институтра ӗçлекен Светлана Семеновна нумайранпа курман тантăшне лавккара тӗл пулчӗ. Айккинерех пăрăнса, вăтам çулсенчи икӗ хӗрарăм сăмах енчӗкне салтрӗ. - Çаплах ача çук-и сирӗн? - уйрăлас умӗн тенӗ пек ыйтрӗ лешӗ. - Мӗнле каламалла ӗнтӗ, Аня, - тачка кӗлеткине авкалама хăтланчӗ Семеновна....