Сувар

Новости за 5 апреля 2017

  • 5 апреля 2017 - 12:51
    И.Я. Яковлев ячӗпе конференци
    Апрелӗн 3-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра «Яковлев вулавӗсем» ятлă Республикăри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Гимнази вӗрентекенӗсем уçă уроксем кăтартнă хыççăн мероприятие хутшăннă педагогсем секцисенче ӗçлерӗç. Ун хыççăн иртнӗ «çавра сӗтел» теми интереслӗччӗ: «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан федераллă патшалăх стандарчӗсене пурнăçа кӗртнӗ май чăваш чӗлхи учителӗсен професси компетенцийӗн аталанăвӗ тата пӗлӳ парас...
  • 5 апреля 2017 - 12:33
    Тутарстан пикисем çӗршывра мала тухассишӗн кӗрешӗç
    «Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ. Информаци тăрăх суйлав пӗтӗмлетӗвӗнчи чи нумай сасă пухнă...
  • 5 апреля 2017 - 09:09
    Тӗнчере яшка кунӗ те пур
    Яшка - питӗ усăллă тата тутлă апат. Çак шухăша уйрăмах палăртас тесе халăхсен хушшинчи Яшка кунне пуçласа янă. Ăна апрелӗн 5-мӗшӗнче паллă тăваççӗ иккен. Тӗнчере пӗр пине яхăн тӗрлӗ яшка пур. Тӗслӗхрен, кулинари искусствин тӗпчевçи Вильям Похлебкин купăста яшкин 24 тӗсӗ, пулă яшкин вара 18 тӗсӗ пуррине палăртать. Тӗнчере яшкан...
  • 5 апреля 2017 - 08:11
    Фарида кăна мар, ытти тутарсем те чăвашла юрлаççӗ
    Чăваш Республикинчи Патăрьел районӗнчи Шăнкăртамран тухнă Азат Абитов тутар эстрадинче çӗкленсе пыракан юрăç. Кӗске вăхăт хушшинчех вăл хăйӗн сассипе куракан чӗри патне çул тупма пултарчӗ. Концерчӗсем Тутарстанра кăна мар, Марий Элра та, Чăваш Енре те пулаççӗ. Çак çамрăк хутăш çемьере çуралса ӳснӗ, унăн амăшӗ чăваш. Кăçал Хусанти Филармонире иртнӗ концертӗнче...
  • 5 апреля 2017 - 06:53
    Тури Услон чăвашӗсем хăйсен председательне улăштармарӗç
    Мартăн 29-мӗшӗнче Тури Услон районӗн Киров поселокӗнче Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унăн программи çакнашкал пулнă: 1. 2016 çулхи ирттернӗ ӗçсене палăртни; 2. ЧНКЦ председательне суйласси; 3. Çамрăксен йышенчен председателӗ суйласси; 4. Чăваш коллективӗн пулас ӗçӗсене палăртасси; Чăваш наципе культура центрӗн председательне каллех Анатолий Антонова суйланă. Çамрăксен...
Реклама