Сувар

Новости за 27 апреля 2017

  • 27 апреля 2017 - 10:44
    Вăрă вăрăран хăрать
    Кӗркунне. Тыр-пул пуçтарнă вăхăт. Пӗр ана çинче механизаторсем хӗвел çаврăнăш выраççӗ. Кăнтăрла çитсен вӗсем столовăйне апатланма каяççӗ. Никам та çуккипе усă курса кӗтӳçӗ ачисене валли кăштах хӗвел çаврăнăш вăрлама шутлать. Комбайн бункерӗнче хӗвел çаврăнăшӗ çурри таран та çук иккен. Пӗшкӗнсе ларать те тултарма пуçлать. Унччен те пулмасть, темле сас илтӗнсе...
    722
    0
    0
  • 27 апреля 2017 - 09:24
    Чăвашсем Пушкăртастанра тӳлевлӗ юрлаççӗ
    И. Яковлев çуралнă кунӗпе Чăваш чӗлхи кунне халалласа Пушкăртастанра эстрада концерчӗсем иртеççӗ. Ирттерекенсем - Чăваш Енри эстрадăпа фольклор ушкăнӗ. Вӗсен шутӗнче Василий Раймов, Лариса Васильева, Вероника Пинеслупа Радий Чернов юрăçсем пулаççӗ. Гастроль апрелӗн 24-мӗшӗнчен пуçланса апрелӗн 29-мӗшӗччен пырать. Вăл 6 вырăнта иртет: Новоюмашево, Ермолкино, Суккулово, Васильевка, Месели ялсенче тата Мелеуз...
    693
    0
    0
  • 27 апреля 2017 - 09:14
    Йӗлмелӗнчи шкул ачисем учительсенчен вăйлăрах
    Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи ачасем апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен пыракан «Весенняя неделя добра» акцине хутшăннă. Çав хушăра çӗнйӗлмелсем тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ. Чи малтан «Слава павшим воинам - землякам» обелиск çинче çӳп-çапсене пуçтарнă. Унтан «Каждому сковрцу - по дворцу» акцине хутшăнса шăнкăрч йăвисем хатӗрленӗ. Çитес Çӗнтерӳ кунӗ пирки те манса...
    599
    0
    0
  • 27 апреля 2017 - 07:55
    Питӗрти чăвашсем тум куравӗ ирттерӗç
    Майăн 4-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен Санкт-Петербург хулинчи Национальноçсен çуртӗнче (Моховая урамӗ, 15-мӗш çурт) Чăваш Енри Улатăрта çуралса ӳснӗ Ирина Шоновăн «Искусство, в котром мы живем» юбилей куравӗ иртӗ. Вăл 18:00 сехетре уçăлать. Курав костюмӗсен шутӗнче «Волжская Булгария», «Девчата», «Яхонты», «Метелица», «Золотой век» тум пуххисем пулӗç. Унсăр пуçне Национальноçсен çуртӗнче Александр Федоров...
    733
    0
    0
  • 27 апреля 2017 - 07:41
    Нумай кирлӗ-и ват çынна савăнтарма?
    Акă епле маттур каччăсемпе хӗрсем вӗренеççӗ пирӗн Хурăнвар шкулӗнче. Ватăсене хисеплеççӗ, пулăшма çӳреççӗ. 6-мӗш класра вӗренекенсем: Женя Кучеров, Данил Чернов, Александра Зайцева, Юлия Муллина, Юлия Мурдускина, Елена Семеновна март уйăхӗнчи пӗр хӗвеллӗ кун, хăйсем те хӗвел пек кулса ман пата килсе кӗчӗç те, килкартинчи юра чупса çӳресе тасатса та хучӗç....
    706
    0
    0
  • 27 апреля 2017 - 07:00
    Красноярскри тăван чӗлхе урокӗ
    Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă. Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çутатса панă. Кайран уява хутшăнакансем тăван чӗлхене юптарусем, сăвăсем, юрăсем урлă...
    632
    0
    0
Реклама