Новости за 17 мая 2017
-
17 мая 2017 - 12:13«Татфондбанкпа» «ИнтехБанк» банкӗсем пирки тӗлпулу иртнӗМускавра ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа АСВ патшалăх корпорацийӗн (Агентство по страхованию вкладов) ертӳçи Юрий Исаев тӗлпулу ирттернӗ. Унта «Татфондбанк» тата «ИнтехБанк» пирки ликвидаци ыйтăвӗсене хускатса пысăк йышăнусем тунă. Ликвидаци процедурисем уççăн иртчӗр тесе ТР ӗç тăвакан влаç представителӗсемпе АСВ ӗçченӗсенчен пӗрлехи ӗç ушкăнӗ йӗркеленет. Ушкăнăн тӗп еçӗсенчен пӗри - АСВ-н...
-
17 мая 2017 - 11:4560 çул пӗрлеПăва районӗнчи Элшелӗнче пурăнакан Михаил Михайловичпа Нина Николаевна Тарасовсем çак кунсенче пӗрлешнӗренпе 60 çул çитнине паллă тăваççӗ. Аттепе аннен ачалăхӗ вăрçă çулӗсене лекнӗ, вӗсен ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра виçӗ ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура...
-
17 мая 2017 - 11:33Çӗпрел районӗнче çын шăм-шаккисене тупнăТемиçе çул каялла Çӗпрел районӗнчи Тутар Паснапуçӗ 1000 çул каялла йӗркеленнӗ тесе ӗнентерекен кӗнеке тухнăччӗ. Ку ӗçе çак ялтан тухнă паллă хирург Рустам Бакиров археологсен пӗтӗмлетӗвӗсем çине никӗсленсе йӗркеленӗччӗ. Археологсем веçех тӗпчемен курăнать. Нумай пулмасть ял çывăхӗнчи карьера хускатнă чух çыннăн шăм-шаккисене тупнă тесе пӗлтерет РФ следственнăй комитечӗн ТР следстви...
-
17 мая 2017 - 11:15Таккавар ялӗнче уяв иртӗМайăн 27-мӗшӗнче 11 сехетре Пăва районӗнчи Таккаварти клуб умӗнче ял уявӗ иртет. Программăра уяв концерчӗ, ял историйӗпе паллаштарни, çӗр ӗçченӗсене чыслани тата ытти те. Йӗркелӳ ыйтăвӗсемпе Пăва районӗнчи ЧНКЦ секретарьне Анна Никоноровăна шăнкăравламалла: 89063288082.
-
17 мая 2017 - 10:44Хирте ӗçленӗ чух та чăваш юррисене итлеççӗПăва районӗн ялхуçалăх ӗçченӗсем ӗçре чăваш юррисене итлесе вăй хураççӗ иккен. Нумай пулмасть Кипеккассинчи тата Чăваш Киштекӗ ялсенчи клуб ӗçченӗсем ятарлă программăпа механизаторсене концерт кăтарма хирсем тăрăх çаврăннă. Çӗр ӗçченӗсене тав сăмахӗсем каласа чăваш юррисене шăрантарнă вӗсем. Асра юлмалăх фото та ӳкереннӗ. Тутар ялӗсенчи культура ӗçченӗсем те чăвашсенчен юлмаççӗ. Нурлат...
-
17 мая 2017 - 10:15«ТАТМЕДИА» АО кăçал та телевизор вылянтаратьХисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...
-
17 мая 2017 - 08:56Этем грипӗ хӗлле, кайăк грипӗ – çуркуннеВӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет? ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче). Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково...
-
17 мая 2017 - 07:27Хӗрӳ линипе пӗтӗм ыйтусене татма май пурТР сывлăх сыхлав министерствин «Халăх тӗреслӗвӗ» порталăн пӗр талăклăх хӗрӳ лини çине е ТР сывлăх сыхлав министерствин интернет-приемнăйне «Обращения граждан» уйрăмне республикăри çынсем çăхав е сӗнӳ яма пултараççӗ. ТР «Халăх тӗрӗслевӗ» патшалăх хыпарлăх системине обращенине https://uslugi.tatar.ru/open-gov адреспа хăварма пулать. Заявкăна 10 кун хушшинче пăхса тухаççӗ. Çакнашкал системăн тӗллевӗ - тӗрӗслев...
-
17 мая 2017 - 07:16Асăрханăр, çул çинче ачасем!Май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 5-мӗшӗччен ГИБДД ӗçченӗсем ачасене лартса çӳрекенсене çул çинче çӳремелли йӗркесене пăхăннине тата урам урлă каçакан ачасене çул паманнисене тимлӗн тӗрӗслеççӗ. Çавна кура çуллахи канмалли тапхăр çитнине кура «Внимание - дети!» профилактика ӗçӗ пуçланнă. Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем аслисемпе ачасене çул çинче асăрхануллă çӳремеллине ăнлантарма тӗрлӗ...