Сувар

Новости за 25 мая 2017

  • 25 мая 2017 - 14:06
    Юлашки шăнкăрав
    Раççей шкулӗсенче çак кунсенче чи савăнăçлă та кăшт салхуллă уяв - Юлашки шăнкăрав иртрӗ. Çӗршыври 11 класс пӗтерекен 700 пине яхăн, Тутарстанри 14 946 ачашăн вăл юлашки хут янăрарӗ. Шкул пӗтерекенсен умӗнче яваплă тапхăр - тунтикунран патшалăх пӗрлехи экзаменӗсем пуçланаççӗ. Çав кун географи, информатика тата ИКТ предмечӗсемпе экзамен тытӗç. Çамрăк...
    785
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 13:05
    Çырчаллинче чăваш Уявне ирттернӗ
    Çырчаллинчи Çӗнтерӳ паркӗнче вăйă картисен (хороводсен) уявӗ иртнӗ. Саламлă сăмахпа çак уява вырăнти чăвашсен наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Федор Корнеев тухса калаçнă. Уява пуçласа яма «Чӗкеç» ансамбль пулăшнă. Килнӗ хăнасене вӗсем хитре ташăпа тата вăйă картипе илӗртнӗ. Унсăр пуçне, Чӗкеç ансамбль халăх юррисемпе, йăла вăййисемпе, тата тӗрлӗ ташăсемпе халăха...
    716
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 12:29
    Пӗкӗлмере çарпа спорт вăййисем иртнӗ
    Май уйăхӗн 19-мӗшӗнче Пӗкӗлмере «Энергетик» стадионӗнче «Зарница 2017» çарпа спорт вăййин 3-мӗш тапхăрӗ вӗçленнӗ. Хутшăннă ушкăнсен пурӗ 3 тапхăр иртмелле пулнă. Кашнинче вӗсене йывăр тӗрӗслев кӗтнӗ. Пурӗ ăмăртура ачасен çулӗ çинче тӗрлӗ спорт тӗсӗпе ăмăртасси тӗл пулнă: пневматика пăшалӗнчен пересси, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси, 100 метрлă эстафета, противогаз тăхăнни, çар...
    810
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 10:02
    Тутарстан Президентне Владимир Путин орденпа чысланă
    РФ Президенчӗ Владимир Путин ТР Президентне Рустам Минниханова Александр Невский орденӗпе чысланă тесе пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Ку ӗç-пуç Мускав Кремелӗнче пулса иртнӗ. Орденпа чысласси çинчен указа Путин март уйăхӗн 1-мӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ пулнă. Çак кунсенче пирӗн республикăн ертӳçине çак пысăк наградăна «Патшалăх умӗнчи уйрăм тивӗçсемшӗн тата Раççей Федерацийӗн...
    621
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 09:45
    Çӗнӗ йăла: шупăр коронацийӗ
    Мелекес - Милӗккасси ятлă ялтан пуçланса кайнă теççӗ хальхи Димитровград чăвашӗсем. Имӗш кунта Кӗтӗрне патша валли милӗксем çыхса ăсатса тăнă. Апла-и, капла-и, Мелекес районӗн Акатуйӗнче чăвашсем кунта 3-4-мӗш ӗмӗрсенчех килсе вырнаçнă тесе çирӗплетекенсене хирӗçлекенсем пулмарӗç. Çак çӗрсем каярах Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн тытăмне кӗнӗ. Чăвашсен хăйсен туслă çемйине вырăссемпе тутарсене йышăннă....
    742
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 09:43
    Мӗн çитмест хальхи çамрăксене?
    Ватă хӗрарăмсене вӗлерекен ПТУ-ра вӗренсе тухнă çамрăк пулма пултарать тесе пӗлтернӗ следстви управленийӗн брифингинче ТР уголовнăй ӗçсен следователӗ Дмитрий Мясников. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, каччă хваттерсене ЖЭУ ӗçченӗ ятӗнчен кӗнӗ. Çавăн пек майпа кӗрсе вăл 20 çын вӗлернӗ. Тăтăшах ун алли айне пӗччӗн пурăнакан, сахал калаçакан ватă хӗрарăмсем лекнӗ. Вӗсене...
    634
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 08:11
    «Мурманскран Байкал таран» çулçÿрев
    Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе хастар чăвашсем инçе çулçÿреве тухса каяççĕ. Конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович Клементьев ертсе пыракан сумлă делегаци пирĕн йăхташсем патне: Пушкăртстанри Слакпуçне, Тюмень хулине, Красноярск тăрăхне, Иркутск облаçĕнчи Тайшет районне, унтан Иркутска тата Байкал кÿлли хĕррине çитмелле. Делегаци...
    673
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 07:28
    Филологсене саламлатпăр!
    Кашни çул Раççейре май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Филологсен кунне уявлаççӗ. Ку уяв çак професси енӗпе çыхăннă çынсен уявӗ те шутланать. Вӗсен шутӗнче филологи факультетӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем, тĕпчевçисем, библиотека ӗçченӗсем, куçаруçăсем, журналистсем тата ыттисем те. Ку уява славян çырулăхӗпе культура кунӗ хыççăн палăртни те пӗлтерӗшлӗ. Ăçтан пулса кайнă-ха филологи...
    727
    0
    0
Реклама