Новости за 2 июня 2017
-
2 июня 2017 - 10:02Телейлӗ ачалăха кашни тивӗçИюнӗн 1-мӗшӗ - Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун. Çак кун республикăри кашни районта тӗрлӗ мероприятисем, акцисем, квестсем иртрӗç. Хусанта, сăмахран, Туслăх Çуртӗнче министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем граждансене право пулăшăвӗпе тӳлевсӗр тивӗçтерчӗç. Нумай кирлӗ ыйтăва хускатрӗç унта, алимент тӳлес йӗрке, ачасене медицина пулăшăвӗпе тивӗçтересси, реабилитаци пирки, вӗрентӳ процесӗнче пулакан конфликтлă пулăмсем таранчченех....
-
2 июня 2017 - 09:53Кун хыççăн кунИюнь, 3 Хӗвел: тухать - 3.05, анать - 20.19, кун тăршшӗ - 17.14. Уйăх: тухать - 13.16, анать - 1.14. Халăхсен хушшинчи шыв-шура тасатмалли кун. Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Хăвăр шухăшăр тӗрӗс пулни пирки иккӗленетӗр пулсан, ыйтăва татса пама ан васкăр. Çак кун çуралнă: Елена Исинбаева (1982). Июнь, 4...
-
2 июня 2017 - 09:47Вăрăмтуна мӗн юратмастьÇу уйăхӗсен пуçламăшӗнчех вăрăмтунасем тухаççӗ. Вӗсем хулара та, ялта та тарăхтарсах çитереççӗ. Вăрăмтуна çыртни ним те мар, иртет тенипе килӗшме çук. Çыртнă вырăна хыçса инфекци кӗртес хăрушлăх пысăк. Вăрăмтунасенчен сыхланмалли ятарлă хатӗрсем лавккасенче нумай сутаççӗ-ха, çапах та халăх мелӗсем те пур. 1. Ӗлӗк-авал вăрăмтунасенчен шурут (пырей) тымарӗн шывӗпе усă курса...
-
2 июня 2017 - 09:45Тепрехинче ХусантаТутарстанпа Чăваш Ен историкӗсем хальччен пӗрле пухăнса семинарсем питех ирттерменччӗ-ха. Тинех пăр вырăнтан хускалчӗ темелле. Май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗ Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ăсчахӗсемпе пӗрле «Гуманитари наукисем тӗлӗшӗпе наука тӗпчевӗсене йӗркелесси: Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн опычӗпе паллашасси» темăпа ăслăлăх семинарне ирттерчӗç. Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори...
-
2 июня 2017 - 09:42Çулсăр ялсене тимлӗхе илнӗТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗмпе 43 миллиард тенкӗ уйăрнă. Планри чи пысăк ӗçсен шутне «Волга» М7...