Сувар

Новости за 20 июля 2017

  • 20 июля 2017 - 14:42
    Малтан – салтакран килнисене
    Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси,...
    787
    0
    0
  • 20 июля 2017 - 13:54
    Чăваш каччине Европа пӗлет
    Шупашкар каччи Асамат Балтаев 22-ре кăна пулсан та Европăра палăрма ӗлкӗрнӗ. Вăл хальхи вăхăтра Чехи çӗршывӗнче чи лайăх çамрăк художник-медальерсенчен пӗри. Кунти Яблонец-над-Нисой хулинчи укçа тата медальер пултарулăхӗн профессилле аслă шкулне тин кăна пӗтернӗскер, хальхи вăхăтра Чехин Наци банкӗпе тата Чехин укçа çурчӗпе çыхăну тытать. Пӗлтӗр кӗркунне вăл Ленинград блокадине...
    806
    0
    0
  • 20 июля 2017 - 12:44
    Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсан чăвашӗсем çăм арлама вӗрентеççӗ
    Çарăмсан районӗнче 5 пине яхăн чăваш пурăнать. Кăçал район администрацийӗн пуçарăвӗпе район центрӗнче пӗрремӗш хут чăваш Акатуйӗ иртет. Июлӗн 22-мӗшӗнче ирхине 10.00 сехетре Çарăмсанри Акатуй лапамӗнче районти «Çăлкуç» тата «Пилеш» ансамбльсем, профессионаллă артистсем фольклор композицине кăтартӗç. Унтан Акатуй хăнисене Çарăмсан районӗн ертӳçисем тата килнӗ хăнасем саламлӗç. Çавăн пекех çак вăхăтра...
    796
    0
    0
  • 20 июля 2017 - 12:15
    Хусанта ку эрнере авиагонка!
    Red Bull Air Raсe авиагонкăпа тӗнче чемпионачӗн Раççейри тапхăрӗ историре пӗрремӗш хут Хусанта иртет. Унăн вырăнӗ хальхинче Хусан варри - Казанка акваторийӗн çийӗ. Чемпионат ыран, июлӗн 21-мӗшӗнче, пуçланать. Авиагонка пӗтӗмпе виçӗ куна тăсăлать. Пӗрремӗш кунӗ пилотсен тренировка вӗçевӗ, иккӗмӗш кунӗ вӗçес ăсталăхӗн квалификацине палăртасси, вырсарникун вара гонкăн финалӗ пулать. Пилотсем...
    721
    0
    0
Реклама