Сувар

Новости за 25 июля 2017

  • 25 июля 2017 - 16:18
    Çӗпрелӗнчи Раджеш Кумарăн мастер-класӗ
    Çӗпрел районӗнче çак кунсенче пӗрремӗш хут район ертӳçин кубокӗшӗн çерем çинчи хоккей турнирӗ иртнӗ. Ăна йӗркелекенӗ район тӗп больницин травматолог-тухтăрӗ Ражеш Кумар Синг. Инди çынни районта тахçанах «хамăр çын» шутланать ӗнтӗ. Хăй ӗçне лайăх пӗлекен тухтăра халăх ăшшăн йышăнчӗ. Çӗпрелсене вăл сипленисӗр пуçне сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма та тăрăшать. Вăл...
    602
    0
    0
  • 25 июля 2017 - 16:14
    Элеватор çӗнӗ тухăçа йышăнма хатӗр
    «Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи вăхăтӗнче вара ӗç тата хӗрӳрех пулать, çӗнӗ тухăçа икӗ...
    595
    0
    0
  • 25 июля 2017 - 11:03
    Эрех ăçта сутнине кала – укçа параççӗ
    Закона пăсса алкоголь сутнине пӗлтернӗшӗн Тутарстанра пӗлтӗр 120 çынна пурӗ 303 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Кăçал вара çапла майпа 95 çын 358 пин тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ. Аса илтеретпӗр, закона пăсса эрех сутассипе кӗрешме республикăра халăха та явăçтарчӗç. Çак тӗллевпе 2016 çулхи май уйăхӗнче эрех сутнине пӗлтернӗшӗн граждансене укçа-тенкӗпе хавхалантарма йышăнчӗç....
    646
    0
    0
  • 25 июля 2017 - 09:44
    Хусанта çӗнӗ диагностика центрӗ уçăлчӗ
    Хусанти 18№ хула больницинче магнитпа резонанс томографийӗ пӳлӗмӗллӗ çӗнӗ диагностика центрӗ уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Томографăн хăйне евӗрлӗ Tim тата Dot технологийӗ сывлăха сиен кӳмесӗр çын кӗлеткине пӗр вӗçӗмсӗр сканерлама май парать. Клиникăра çак хаклă йышши оборудование патшалăхпа харпăр партнерствипе туяннă. Халăх валли ку услугăсем тӳлевсӗр. Кунсăр пуçне кунта медицинăн...
    628
    0
    0
  • 25 июля 2017 - 04:21
    Августра çумăр çăвать-и?
    Июль уйăхӗ те пире лайăх çанталăкпа питех савăнтармарӗ. Август мӗнле пулать-ши? Росгидрометцентр пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн вăтам пайӗнче ку эрнерен çумăрсем сахалрах çăваççӗ, майпен çанталăк ăшăтса пырать. Август уйăхӗнче вара сывлăшри вăтам температура 17 градусран чакмасть, çумăр питех çумасть. Тутарстанра паян пӗлӗтлӗ çанталăк, вырăн-вырăнпа çумăр пӗрӗхет. Çил кăнтăр хӗвеланăçран вăхăт-вăхăтпа çеккунтра...
    652
    0
    0
Реклама