Наташа шкулта чи маттурри
Мартăн 7-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Пухтел шкулĕнче «Шкул пики» ăмăрту иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртас, ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарас, халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерчĕç ăна. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Торгашова А.Н. çывхарса килекен мартăн 8 -мĕш уяв ячĕпе саламланă хыççăн, пурне те шкул пикисен...