Сувар

Новости за 14 июля 2020

  • 14 июля 2020 - 16:45
    Ҫӑхав ҫыракансем ытларах хӗрарӑмсем
    Кунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ
    368
    0
    1
  • 14 июля 2020 - 13:24
    Румыние ирӗке кăларнă танкиста Аксура пурте пӗлеççӗ
    Вăл хăйӗн вӗрентекенӗ чăвашсен паллă прозаикӗ Ефрем Еллиев пулнишӗн халӗ те питӗ хӗпӗртет.
    633
    0
    1
  • 14 июля 2020 - 11:50
    Державин çуралнă кунне паллă тăвакансене чăваш халăх поэчӗ саламланă
    Тутарстан Правительствин пуçарăвӗпе Державин ячӗллӗ премипе çулсерен паллă литераторсемпе юристсене чыслаççӗ
    468
    0
    0
  • 14 июля 2020 - 11:22
    Шӑрӑхра пуҫа та шыва чикме ҫук
    Статистика тӑрӑх, шывра вилекенсен 80 проценчӗ ӳсӗрле пулса иртет тата шыва кӗме юраман вырӑнсенче кӗнипе
    388
    0
    0
  • 14 июля 2020 - 09:10
    Пляжра шыва кӗрекенсене штрафлаҫҫӗ
    Хусансене пляжсенчен хӑвалаҫҫӗ. Коронавирус сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулнине манмалла маррине оперативлӑ штаб канашлӑвӗнче ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков аса илтернӗ. Ҫавӑнпа та хулари обществӑллӑ пляжсенче шыва кӗме юрамасть. "Хусанта пурӑнакансен хушшинче коронавирус инфекцицӗ сарӑлас лару-тӑру ҫивӗчлӗхне ҫухатман. Сывлӑх сыхлав системи граждансене обществолла пляжсенче шыва кӗме тӑхтаса тӑма чӗнет, ҫитменнине чару та пур",– аса илтернӗ Жаворонков. Тутарстанра массӑллӑ кану вырӑнӗсене кӗрсе ҫӳреме юрамасть, республика коронавирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫлас 3-мӗш тапхӑра тухман-ха. Сак йӗркене пӑснӑшӑн Лайӑшри пляжра канакансене штрафсем ҫырса панӑ.
    328
    0
    0
Реклама