News by date 31 October 2021
-
Хусанта инвалидсене спорткомплекссем кӗтеççӗ
Хусан мэрийӗн Физкультурăпа спорт комитечӗ «Спорт – единое пространство» проектпа хулари тӗрлӗ ӳсӗм çулӗнчи инвалидсем валли физкультурăпа спорт занятийӗсене йӗркеленӗ, çак тӗллевпе 30 ытла тренер Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче ятарлă хушма пӗлӳ илнӗ.
-
Урасем утнă чух телевизор кăна курса ларас килмест...
Микулай тетен алли ылтăн. Вăл ахаль хăма татăкӗнченех каскаласа шедевр тума пултарать. Хăйсен çуртне, хапхине, пӳрт ăш-чиккине çав тери илемлӗ эрешлесе тунă. Николай Петровичăн тепӗр чун киленӗвӗ – купăс каласси.