Павел Мельников çапăçура вилнине пӗлтерекен хут 1943 çулхи январь уйăхӗнче мăшăрӗ Татьяна Владимировна патне çитнӗ, каярах вăл килне чӗрӗ-сывă таврăннă.
Акă эпӗ Санюк аппа патне, хут çинчи пек каласан, Александра Петровна Мельникова патне васкатăп. Сăлтавӗ вара çакăн пек: Тутарстанăн Астăвăм кӗнекине тишкернӗ май, Элшел ялӗн вăрçăра пуç хунисен йышне сывă таврăннă 5 çынна çырса хунине асăрхарăм. Вӗсенчен пӗри Санюк аппан пăятамăшӗ (упăшкин ашшӗ) – Павел Николаевич Мельников.
«Мельников Павел Николаевич Тутар АССРӗнчи Буденновка районне кӗрекен Элшел ялӗнче 1901 çулта çуралнă. Хӗрлӗармеец. 3 МК 3 МБР чаçра хӗсметре тăнă. Çапăçура вӗлернӗ. 21.12.1942 ç. Пытарнă: Калинин облаçӗ (халӗ Тверь облаçӗ. – Авт.), Оленино районӗ, Верисета ялӗ, 100 м. хӗвеланăçнелле».
Кӗнекере çапла картса çырнă пулсан, салтакăн мăшăрӗ патне «вилӗм хучӗ» те çитнех ӗнтӗ. Упранать-ши вăл?
–Çук çав, ачам, упраймарăмăр. Кивӗ пӳрте çӗнетнӗ чухне газетпа (хаçата çапла калаççӗ элшелсем – Авт.) чӗркенӗ çырусене, ытти хутсене, сăнӳкерчӗксене картишне хунăччӗ. Вăйлă çумăр çурӗ те вӗсем веç исленсе пӗтнӗ. Тӗплӗ пуçтарса хумалла пулнă та çав...