News by date 2 July 2022
-
Социаллă çурт-йӗршӗн амăш капиталӗпе тӳлеме пулать
Июнӗн 28-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференци амăш капиталне илнӗ çемьесене ырă хыпарпа савăнтарчӗ. Социаллă ипотекăпа туяннă çурт-йӗрӗн пирвайхи взносне вӗсем июлӗн 15-20 - мӗшӗсенчен амăш капиталӗпе тӳлеме пултараççӗ.
-
«Самокат» чăвашла кино пулать
Шупашкарта ачасем валли чăвашла илемлӗ фильм ӳкерме тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Кино «Самокат» ятлă. Тӗп герой – 10-ри хула ачи. Вăл самокатне çухатать. Ачан юратнă транспортне шырама мӗнпур тăванӗ тухать. Кинори ӗç-пуç çав самокат тавра çаврăнать те.
-
Çӗнӗ кӗпепе концерт илемлӗрех
Элкел районӗнчи Пурисел ялӗн Культура çурчӗ «Наследие Нарспи» конкурсăн гранчӗпе тахçантанпа ӗмӗтленнӗ оборудовани туяннă. Сцена костюмне халӗ хăйсем çӗлеççӗ.
-
Чăваш кӗнекине ӗне çимен, çимест те
Чăваш наци библиотекинче Чăваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Чăваш кӗнекине чыслакан уява пӗлтӗр çӗртме уйăхӗнче пуçласа ирттертӗмӗр. Ăнăçлă пуçланса кайнă куна кăçал та кӗнеке тусӗсемпе, вулавăш тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн ӗçченӗсемпе пӗрле палăртрăмăр.