ЧИРКӲСӖР ÇĂЛĂНĂÇ ÇУК
"Игнатий владыка, сирӗн рубрикăна интересленсех вулатăп ялан. Манăн та пӗр ыйту пур. Чиркӳре укçа пуçтарасси, тӗн ӗçӗсемшӗн (таинства) тӳлесси пирки. «Чиркӳре укçа памасан шыва та кӗртмеççӗ, панихида та тумаççӗ, венчете те тăратмаççӗ, çылăх каçарнăшăн та памалла», – тенине пӗлӗшсенченех нумай илтетӗп. Хам эп чиркӗве çӳрекен çын, çавăнпа Чиркӳ çуртне тытса тăма та, çутăшăн-мӗншӗн тӳлемеллине те ăнланатăп. Анчах хирӗç калакансене тӗплӗн ăнлантарса пама пӗлӳ çитмест. Çавăнпа сиртен ыйтатăп ку ыйтăва уçăмлатма. Тавтапуç сире».
Надежда И.,
Çӗпрел районӗ