«Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурса 100 ытла ӗç килчӗ. Пӗтӗмлетӳ
«Сувар» хаçат редакцийӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗ пулăшнипе Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ирттернӗ «Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурса комисси иртнӗ эрне вӗçӗнче пӗтӗмлетрӗ. Хаçатра пӗр-пӗр конкурс пуçласан нумай чухне вулакансем унта хутшăнма васкамаççӗ. Ӗçсене йышăнас тапхăр вӗçленсе пынă май вара редакци почтине вун-вун ӗç килет. Ку конкурса пуçласан та малтан çапларах пулчӗ. «Нумайăн хутшăнмаççӗ иккен», – тесе шутларăмăр. Анчах та эпир йăнăшнă. Малтанхи кунсенче килекен видеороликсене пӗр алăри пӳрнесемпе шутлама пулатчӗ-тӗк, кӗçех ку лару-тăру улшăнчӗ – кунсерен 20–25-шер ӗç илме пуçларăмăр. Çавăнпа ярса панă видеороликсене тӳрех соцсетьсене лартса ӗлкӗрейменшӗн ан çилленӗр, туссем. Комисси вӗсене пурне те пăхса тухса хак пачӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Конкурса пурӗ 113 ӗç килчӗ. Халӗ кашни номинацири çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр сире, хаклă вулакансем.