Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра Çырчалли хӗрӗ çӗнтерчӗ

Апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2023» илемпе пултарулăх конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Ытти çулхипе танлаштарсан кăçалхи конкурсра пӗр уйрăмлăх пулчӗ – пикесем хăйсем хатӗрлесе килнӗ апат-çимӗçпе сцена çинчен мар, 1-мӗш хутри залра сӗтелсем хатӗрлесе паллаштарчӗç. Хӗрсене юрласа-ташласа тӗрев параканнисем те пурин те пурччӗ. Жюри пайташӗсем кашни хӗрӗн апат хатӗрлес, унпа паллаштарас пултарулăхне хакларӗç.

Унтан конкурсăн тӗп пайӗ сцена çинче пуçланчӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, конкурса кашнинчех мӗне-тӗр халаллаççӗ. Хальхинче, паллах, йӗркелӳçӗсем И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тӗпе хучӗç: прологра Иван Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ пирки чуна тивмелле каласа пачӗç. Сцена çинче Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн сăнарне калăпланă шур сухаллă Евгений Турхан çыравçă чăнахах та Яковлев пекех мăнаçлăн курăнчӗ. Унтан ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн хастарӗсем ачасемпе пӗрле сцена çине тухса Халал вуларӗç. Залри çынсем эпир иртнӗ ӗмӗре таврăнса Яковлев сывлăшӗпе сывланăнах туйăнчӗ. 

Хӗрсене ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ, хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт – Милосердие» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Людмила Рыбакова, ЧР Хӗрарăмсен союзӗн председателӗн çумӗ Анастасия Спирина, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев саламларӗç, пурне те ăнăçу сунчӗç. 

11-мӗш хутчен иртекен конкурса кăçал 11 хӗр хутшăнчӗ. Паллашар-ха эппин вӗсемпе: Анастасия Алексеева (Çырчалли хули), Марина Игнатьева (Нурлат районӗ, Уксăмлă), Евгения Николаева (Аксу районӗ, Савгачево), Сильвия Еферова (Çарăмсан районӗ, Акрель), Елизавета Бикбова (Элмет районӗ, Патраклă), Светлана Кондратьева (Хусан хули), Кристина Фомина (Теччӗ районӗ, Çармăс), Алиса Искендерова (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу), Валерия Зубкова (Хусан хули), Марина Самытина (Пăва районӗ, Рункă) тата Александра Афанасьева (Павлă районӗ, Алексеевка). 

Чăваш пикисен сцена çинче хăйсен пултарулăхне тата виçӗ тӗрлӗ ăмăртура тӗрӗслеме тиврӗ. Малтан хăйсем çинчен каласа пачӗç – тап-таса чăвашла, хăюллă пикесенчен пӗри те такăнмарӗ. Унтан пултарулăх номерӗ кăтартрӗç. Кунта вара пӗринчен-пӗри маттур пулчӗç: хӗрсен хушшинче шăпчăк пек юрлаканнисем те, çăвар карса итлемелӗх сăвă калакансем те, акăш пек ташлакансем те, хăйсен ӗçӗ пирки каласа паракансем те, историлле представлени хатӗрлекенсем те пур. 

Ăс-хакăл конкурсӗнче те аптрамарӗç пикесем: Иван Яковлевпа çыхăннă ыйтусем çине тӗп-тӗрӗс хуравларӗç. Конкурсăн тӗп пайӗ виçӗ сехете тăсăлнине куракансем те, жюри те сисмерӗç, мӗншӗн тесен мероприятие кашни вак-тӗвеке шута илсе интереслӗ хатӗрленӗ. Ку «Тутарстан Чăваш пики» конкурса йӗркелекенсен тивӗçӗ. Пултараççӗ Тутарстан чăвашӗсем!

Жюри пӗтӗмлетӳ тума ятарлă пӳлӗме кайсан та куракансем тунсăхласа лармарӗç – Туслăх Çуртӗнчи тӗрлӗ халăхсен представителӗсем концерт кăтартрӗç. «Волны Агидели», «Кристалл» хореографи коллективӗсен, «Сакартвело», «Сантош», «Кавказ Style» ташă ансамблӗсен ташшисем, «Ӗмӗт» ансамблӗн, Софийăпа Стефания Чаркинасен, Максим Новиковпа Элтияр Александровăн илемлӗ юррисем куракана тыткăна илчӗç. 

Жюри пайташӗсем канашланă хыççăн зала таврăнсан  конкурсанткăсем шап-шурă кӗпесемпе сцена çине тухрӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх, конкурса хутшăннă кашни пикенех пултарулăхне кура тӗрлӗ номинацире палăртаççӗ. Çапла вара «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурсанткисем çак номинацисенче çӗнтерчӗç: «Кăмăллă пике» – Кристина Фомина, «Хӳхӗм пике» – Светлана Кондратьева, «Ăс-хакăл пики» – Анастасия Алексеева, «Илем пике» – Сильвия Еферова, «Илӗртӳллӗ пике» – Евгения Николаева, «Çепӗç пике» – Александра Афанасьева, «Кӗмӗл сасă» – Елизавета Бикбова, «Йăл кулă» – Алиса Искендерова, «Пултаруллă пике» – Валерия Зубкова, «Хастар пике» – Марина Самытина, «Хаваслă пике» – Марина Игнатьева. 

Пикесене пурне те конкурс партнерӗсенчен чечек çыххи, парнесем пачӗç. Палăртса хăвармалла, кашни конкурсантка Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн ятарлă парнине – ятлă алă сехетне – тивӗçрӗ. Парнесене ЧР Хӗрарăмсен союзӗн председателӗн çумӗ А.А.Спирина пачӗ хӗрсене.  

Номинацисем паллă. 1, 2, 3 тата 4-мӗш вырăнсене камсем тивӗçрӗç-ха кăçалхи конкурсра – пурин те çакна пӗлес килчӗ паллах. Эппин паллашар: 

4-мӗш вырăн – «Тарават пике» Марина Самытина;

3-мӗш вырăна – «Сарпике» титула – Марина Игнатьевăпа Кристина Фомина;

2-мӗш вырăна – «Маттур пике» титула – Валерия Зубковăпа Алиса Искендерова;

1-мӗш вырăна – «Тутарстан Чăваш пики – 2023» титула – Анастасия Алексеева тивӗçрӗç. Саламлатпăр!

Конкурса «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗ ТР Халăхсен ассамблейипе, Халăхсен Туслăх Çурчӗпе, ТР ЧНКАпа, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗпе, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Мероприятие пултаруллă чăваш çамрăкӗсем – Элтияр Александровпа Жанна Паишева – ертсе пычӗç.   «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗ конкурсăн партнерӗсемпе спонсорӗсене – «Гектор Двери» суту-илӳпе производство компанине, «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă обществăна, «Акспай» хăна çуртне, «Heaven Studio» илем студипе ертӳçине Ирина Порфирьевăна, «Виçӗ хӗвел» бренда никӗслекен Кристина Макосеевăна, «БлагоДарение» ыркăмăллăх фондне, «Аван» куçман пурлăх агентствине, «Сувар» республика хаçатне, унăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна, «Вдох» хӗрарăмсен комьюнитине, Вера Юнусова предпринимателе, интегративлă медицина тухтăрне Фирузабону Абдуллоевăна, куç хăрпăкӗсене ламинацилекен мастера Анаит Хачатуряна, Анжелика Бикмурзинăпа Анна Тихонова флористсене – чӗререн тав тăвать. 

Автор тата О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс