Кустăрмасене улăштарма вăхăт çитрӗ
Патшалăх автоинспекцийӗ талăкри вăтам температура +5 градус пулсан çуллахи кустăрмасене хӗллехисем çине улăштарма сӗнет. Шинăсене вăхăтра улăштарни чи малтан водителӗн, пассажирсен тата çул-йӗр çинчи ытти çынсен хăрушсăрлăхӗшӗн кирлӗ.