Патшалăх автоинспекцийӗ талăкри вăтам температура +5 градус пулсан çуллахи кустăрмасене хӗллехисем çине улăштарма сӗнет. Шинăсене вăхăтра улăштарни чи малтан водителӗн, пассажирсен тата çул-йӗр çинчи ытти çынсен хăрушсăрлăхӗшӗн кирлӗ.
Хӗлле – раштав уйăхӗнчен пуçласа февраль уйăхӗччен – автомобильсене хӗллехи шинăсемпе тивӗçтермелле. РФ Правительствин 837№ постановленийĕпе килӗшӳллӗн çуллахи кустăрмасемпе хӗлле çӳрени йӗркене пăсни тесе шутланать. Куншăн асăрхаттару çырса пама пултараççĕ е 500 тенкӗ штраф çырса параççӗ.
Автоинспекторсем водительсене айăпласси çине мар, профилактика çине пусăм тăваççӗ. Профилактика ӗçне вӗсем сивӗсем пуçланичченех пуçлаççӗ.
Нет комментариев