Елена Андреева: «Туслăха упрасси – чи пӗлтерӗшлӗ тема»
Çӗнӗ хыпарсем

Елена Андреева: «Туслăха упрасси – чи пӗлтерӗшлӗ тема»

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнчи вăтам шкулта вӗренекен Елена Андреева «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнма заявка янă. Унăн конкурсри ӗçӗ – «Инкеке лекнӗ хӗрача» ятлă кӗске фильм.

Елена Андреева сăнӳкерчӗкӗ.

Лена 13 çулта, 7-мӗш клас­ра вӗренет. Вăл пысăк та туслă ­çемьере çуралнă: унăн аппăшӗ тата пиччӗшӗ пур, вăл çемьере чи кӗçӗнни.

«Шкулта тăрăшса вӗренетӗп. Спортпа туслă: чупма, йӗлтӗрпе ярăнма юрататăп, шкулăн волейбол командинче тăратăп. Маншăн чи хакли – çемье тата çывăх юлташсем, вӗсемпе савăнăçа та, хуйха та пайлама тăрăшатăп. Кинофестивале хутшăнса манăн чăвашла кино ӳкерсе пăхас килчӗ. Юлташсемпе калаçрăм та вӗсем те мана пулăшма килӗшрӗç», – пӗлтерчӗ Лена.

Лена туслăх темине ăнсăрт­ран суйламан. Вăл хă­йӗн­ пурнăçӗнче туслăха пысăк хак парать: юлташӗсемпе пӗрле вӗренет, спорт ăмăртăвӗсене хутшăнать, вӗсен пулăшăвне яланах туять. Ун шухăшӗпе, туслăх – çыннăн чи хаклă пуянлăхӗсенчен пӗри: вăл йывăрлăхсене çӗнтерме, савăнăçпа хуйха пайлама тата çынсене çывăхрах пулма пулăшать. Çавăнпа та хăйӗн фильмӗнче туслăх мӗнле тӗрев панине кăтартса парасшăн. Кинора Катя Лялякова, Анна Кудряшова, Дарьяпа Олеся Толстовасем тата Лена хăй ӳкерӗннӗ. Сюжетпа Дашăн йăмăкӗ Олеся çухалать, ăна пӗр клас­ра вӗренекен юлташсем тупма пулăшаççӗ. 

​​Елена Андреева сăнӳкерчӗкӗ.

Ленăн ертӳçи – чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Майя Леонидовна Назарова. Вăл хӗрачана кино ӳкерес ӗçре канашсемпе пулăшать.  «Лена тирпейлӗ те тăрăшуллă хӗрача, лайăх вӗренет. Пӗтӗм çӗре хутшăнма тăрăшать. Спортпа та туслă, тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнать», – палăртать вӗрентекен.

Майя Леонидовна пӗлтернӗ тăрăх, ачасем «Сувар» хаçатăн конкурсӗсене яланах хутшăнма тăрăшаççӗ. «Конкурс пуласси çинчен пӗлтерсен «Камсен конкурса хутшăнма кăмăл пур?» тесе ыйтма пуçларăмăр. Лена юлташӗсемпе калаçса пăхатăп терӗ. Вара вӗсем «Туслăха упрамалла» темăпа кино  ӳкерме шутларӗç», – каласа пачӗ вӗрентекен. 

Ленăпа, конкурса хутшăнакан ытти ачасемпе паллаштаракан видеовизиткăсене, карточкăсене «Сувар» хаçатăн соцсетьсенчи ушкăнӗсенче пăхма пулать. 

Аса илтеретпӗр, «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса «Сувар» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА» АО тата Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе ирттерет. Хатӗр кӗске фильмсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен ярса памалла. Çӗнтерӳçӗсене январь уйăхӗнче иртекен официаллă церемонире пӗлтеретпӗр, унтах чыслатпăр. 

Ăнăçу сунатпăр, Ленăна! 

Е.Андреева сăнӳкерчӗкӗ.


#ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев