Каçпа йывăçсене пас тытсан – çанталăк лайăхланасса
Çӗнӗ хыпарсем

Каçпа йывăçсене пас тытсан – çанталăк лайăхланасса

Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗ – Анна. Пӗлӗтсем пит аялтан шăваççӗ – сивӗтессе. Çак кун тӗлне çырмасенче пăр шăнсан – çитес çул тырпул ăнса пулать.

Чӳк уйăхӗн 17-мӗшӗ – Роман тата Платон. Кăтра пӗлӗтсем – çанталăк пăсăласса. Хӗвел тавра шурă ункăсем – çил-тăмана.  Чӳк уйăхӗн 18-мӗшӗ – Галактион, Иона. Каçхи шăплăхра автансем пӗр-пӗрне илтсе пӗрин хыççăн тепри авăтни илтӗнет-тӗк – çумăр е юр çăвасса. Йывăçсене пас тытнă – хӗл вăрăма тăсăлать.

Чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗ – Павел тата Варлаам. Юр çусан – хӗл нумай юрлă пулать, кӗрхи тырăсемшӗн питӗ аван. Кайăк-кӗшӗк çуртсен çумне тӗршӗнет – юр çăвасса.  Чӳк уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федор. Çак кун юр çусан çуркунне шыв нумай пулать. Пӗлӗтсем çурçӗр енче-тӗк – çанталăк ăшăтасса кӗтмелле мар. 

Чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗ – Михаил Архангел. Çумăр çусан Микула кунӗччен (раштавăн 19-мӗшӗччен) йӗпе-сапа пулать. Çак кун чиркӳре чан çапнине илтни – телее. Юр çурӗ-тӗк – эппин хӗл çитрӗ.  Чӳк уйăхӗн 22-мӗшӗ – Матрена. Иртен пуçласа каçчен уяр çанталăк тăрсан вăл виçӗ эрнене тăсăлать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗтессе, тӗтре – ăшăтасса. 


народные приметы

Нет комментариев