Мероприяти шăматкун, ноябрӗн 14-мӗшӗнче, иртнӗ.

Хӑнасем валли йӗркелӳçӗсем тӗрлӗ лапамсем, «Кил ӑшши», «Тымар», «Пурнӑç йывӑççи» инсталляцисем хатӗрленӗ. Куракансем чӑваш тумне тӑхӑнса сӑнӳкерчӗк тума, наци апачӗпе сӑйланма, Ӑраскал арчинчен малашне мӗн кӗтнине туртса кӑларма пултарнă.

Уява театрӑн тӗп режиссерӗ, чӑваш халӑх артисчӗ Наталия Сергеева уçнă. Чӑваш юрри-ташшипе куракана «Вирьял», «Çеçпӗл» ансамбльсем, К.В.Иванов театрӗн артисчӗсем, Анастасия Батюкова тата Элтияр савӑнтарнă. Артистсем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, уява килнӗ çынсене юрлама, ташлама, илемлӗ калаçма вӗрентнӗ, çав вӑхӑтрах чӑваш йӑли-йӗрки пирки çавра сӗтел те иртнӗ.

Хӑнасем Ульяновскра пурăнакан Елена Уресметова çӗленӗ тата капӑрлатнӑ тумсене курса киленме те пултарнă.

«Дефилере Ульяновскри модельсем театр актрисисемпе пӗрле хутшӑнчӗç. Уяв республикӑн çыннисене тата хӑнасене пухрӗ: лапамра чӑваш юрри, кӗвви янӑрарӗ, куравсемпе мастер-классем турӗç, хӑнасем кӗр сӑри йӑлин тытӑмӗпе çывӑхрах паллашма пултарчӗç. Хутшӑнакансем уйрӑм атмосфера тунӑ: куракансем чӑваш тумӗ сцена çинче те, пурнӑçра та епле пурӑннине курчӗç. Дефиле уявӑн çутӑ пайӗ пулчӗ, чăваш тумӗ куракансене питӗ килӗшни уççăн палăрчӗ. Нумайӑшӗ илемлӗ тума кăтартма хутшӑнакансемпе сăн ӳкерӗнчӗç тата культурӑн еткерлӗхне упранишӗн тав турӗç. Театра йыхравланӑшӑн тата çак илемлӗ пулӑмӑн пайӗ пулма май панӑшӑн тав тӑватпӑр!» – тесе каласа пачӗ пире Шупашкара кайса килни пирки Елена Уресметова.
Сăнӳкерчӗксем Е.Уресметован харпăр архивӗнчен тата К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн ВКри ушкăнӗнчен.
Нет комментариев