Республика аталанăвӗн приоритечӗсемшӗн сасăлав пуçланнă
Çӗнӗ хыпарсем

Республика аталанăвӗн приоритечӗсемшӗн сасăлав пуçланнă

Тутарстан Республикин патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнче республикăри ултă министерствăн 2027 çулхи ӗçӗн приоритетлă направленийӗсене онлайн-сасăлавпа палăртма май пур. Регионта пурăнакансем экспертсем сӗннӗ тӗллевсемшӗн сасă пама тата хăйсен варианчӗсене сӗнме пултараççӗ.

Хăйсен планӗсемпе ултă министерство паллаштарнă:

  • Сывлăх сыхлав министерстви
  • Культура министерстви
  • Вӗрентӳпе наука министерстви
  • Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви
  • Спорт министерстви
  • Çамрăксен ӗçӗсен министерстви.

Ведомствăсен сӗннӗ пуçарусем медицина пулăшăвӗн пахалăхне ӳстерессипе тата социаллă пулăшупа тивӗçтерессипе, вӗрентӳпе культура канăвӗн тытăмне аталантарассипе, çемье хаклăхӗсене çирӗплетессипе, СВОна хутшăнакансене пулăшассипе, массăллă спорта тата çамрăксен политикине аталантарассипе çыхăннă.

Скриншот из портала госуслуг РТ.

Сасăлав кăтартăвӗсем тăрăх кашни министерство валли пилӗк-çичӗ приоритетлă тӗллев палăртӗç. Тӗллевсене халăхпа йӗркелени граждансемпе общество организацийӗсене управлени процесне тӳрремӗнех хутшăнма май парать, приоритетсене палăртма тата вӗсен тухăçлăхне хаклама витӗм кӳрет.

Мӗнле хутшăнмалла:

Онлайн-сасăлава декабрӗн 11-мӗшӗччен ТР Патшалăх Пулăшăвӗсен Порталӗнчи  «Опросы жителей» пайӗнче https://open.tatarstan.ru/polls е мобильлӗ приложени урлă иртме пулать.

Проект çинчен тӗплӗнрех тата сӗннӗ  тӗллевсен тулли списокӗпе https://publictasks.tatarstan.ru/ сайтра паллашма пулать .


портал госуслуг РТ министерства

Нет комментариев