Тутарстан шефа илнӗ Луганск Халăх Республикинчи хуласене илемлетме Хусанти патшалăх аграри университечӗн специалисчӗсем 600 йывăç-тӗм хатӗрлесе илсе çитернӗ. Вӗсене Рубежнойри 2№ шкул, Лисичанскри 4№ шкул территорийӗсенче, çавăн пекех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчен пуç хунă салтаксен мемориалӗсем умне лартнă.
Шкулсен территорийӗсенче йывăç-тӗм лартма педагогика коллективӗсемпе аслă классенче вӗренекенсем хутшăннă. Ӗçе Тутарстан Премьер-министрӗн çумӗ Ринат Садыков йӗркеленӗ, коммуналлă службăсен ӗçченӗсем пулăшнă. Çавăн пекех мероприятие Рубежнойра хула пуçлăхӗ Евгений Шаталин, Лисичанскра «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмӗн секретарӗ Андрей Семченко хутшăннă. Ӗçе Хусанти патшалăх аграри университечӗн специалисчӗсене (вӗсен ертӳçи – Харис Мусин), Тутарстанри предпринимательсене тата «Молодая Гвардия» юхăмăн хастарӗсене явăçтарнă. Университетран наука ӗçченӗсем Наиль Мирсияповпа Ильнур Хуснутдинов тата аспирант Олег Куршаков хутшăннă.
Йывăç лартасси – Тутарстан Лисичанскпа тата Рубежнойпа килӗштерсе ӗçлессин тепӗр тапхăрӗ. Ринат Садыков республикăн парксемпе скверсене аталантармалли опытне усă курма сӗннӗ. Проекта хатӗрлесси çуркунне пуçланнă. Пӗрремӗш тапхăрта йывăç-тӗм лартнă, мемориалсемпе шкул çумӗнчи территорисенче хăтлăх кӗртнӗ. Ӗçе 2027 çулхи çуркунне малалла тăсӗç.
Çак ӗçсене Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пулăшнипе пурнăçлама май килнӗ.
Нет комментариев