Кашни ыйтӑва вӑйпа татса параймăн – хӑш чухне условисене уçӑмлатни, ӗçсен йӗркине улӑштарни, пур опытпа усӑ курма пӗлни, вăхăтра канни çитӗнӳшӗн çителӗклӗ.
ТАКА
Çак кунсенче кӗтмен çӗртен е ӗç йӗрки улшӑнӗ, е питӗ кирлӗ япала алă айӗнче пулмӗ. Кулянни, вӗчӗрхенни – вăхăта ахаль ирттерни, урăх майсем те пур. Ку эрнере хăвăра та, пулса иртекен ӗçсене те улăштарма пит нумай вăй та, вăхăт та кирлӗ мар.
ВĂКĂР
Хӑвăрăн ӗç вырӑнне е кил-хуçалăха йӗркеленӗ чух тимлӗрех пулмалла. Финанссемпе çыхăннă ыйтусенче тӗплӗ пулăр, уйрăмах ӗçшӗн тӳлесси пурнăçланă калăпăшпа çыхăннă пулсан.
ЙӖКӖРЕШСЕМ
Эсир сӑнама юратни, çӗнӗ хыпара хăвăрт ăнланса çийӗнчех усă курма пултарни çак кунсенче кирлӗ пулӗ. Çӗнӗ ӗçре сире хаваспах йышăнӗç, анчах килӗшиччен малтан ӗç условийӗсем çинчен ыйтса пӗлӗр.
РАК
Ӗçе пурнăçланă чух кам-тăр васкатнипе хăвăрт ӗçлеме пуçличчен шутласа илӗр: ку ӗç чăнах та кирлӗ е ăна васкаса тунипех çырлахмалла? Эрне варринче тахçанхи пӗлӗшӗре аса илме сӑлтав тупӑнӗ.
АРĂСЛАН
Ку эрнере эсир ӗçре, хутшăнура кам-тăр улăштарасса, лайăхлатасса кӗтни кăлăхах пулнине ăнланса яваплăха хăвăр çине илетӗр. Хӗрӳллӗ сăмахсем чӗнсе каличчен шухăшăрсене, планăрсене тӗплӗн ăнлантарса памаллине астутараççӗ çăлтăрсем.
ХӖР
Тахçан усăллă пулнă пӗлӗвне, хăнăхусене аса илмелле. Ӗçре те иртнӗ вăхăта «таврăнма» тӳр килӗ. Тӗслӗхрен, тахçан усă курнă инструкци шăп халӗ кирлӗ пулӗ. Иртнӗ опыта тӗпе хурса пурнăçланă проект шанчăклăрах та пулӗ.
ТАРАСА
Харпăр вăхăта хаклăр, ыттисен умӗнчи тивӗçӗрсене тимлӗр, теççӗ çăлтăрсем. Кун кӗнекине тишкерӗр: тен, хăш-хăш ыйтусене телефонпах татса пама пулать, тӗлпулусене урăх куна куçарсан?.. Пушă вăхăт валли кун йӗркинче малтанах вырăн уйăрмалла.
СКОРПИОН
Ӗçре те, харкам пурнăçра та хутшăнусенче тимлӗрех пулăр, ырă çыхăнусем малашне те кирлӗ пулӗç. Усăллă çыхăнусем сăмах пани çинче мар, пӗр-пӗрне хисеплени, пӗр-пӗринпе интересленни çинче тытăнса тăраççӗ.
УХĂÇĂ
Ахаль чух куçпа хăвăрт чупса иртекен контрактсене çак кунсенче тимлӗн вуламалла. Пӗр-пӗр проекта хутшăннă чух кӗскен çырса кăтартнине вуланипех çырлахмалла мар. Ӗçре хăвăра çӗнӗ юхăмра кăтартма май килет.
ТУ КАЧАКИ
Кунӗпе диван çинче телевизор пăхса ларсан та ывăнни иртмест? Тен, канăва, ӗçе пач урăхла йӗркелемелле? Калăпăр, ларса ӗçлетӗр пулсан – канмалли кунсенче уçă сывлăшра ытларах утса çӳрӗр; çынпа ӗçлетӗр – пӗччен юлса шăплăхра канăр.
ШЫВТĂКАН
Ӗçлемен оборудование, компьютер программине тӗрӗслемелле. Çӗннине туянма ан васкăр, тен, юсама пулӗ. Çăлтăрсен канашӗ: час-час ваннин сӑлтавне тупмалла, çакна пӗлмесӗр юсани вăхăтлăха кăна.
ПУЛĂСЕМ
Хăвăрăн çитӗнӗвӗрсене асăрхама вăхăт, халиччен тума палăртнă ӗçсене çеç кураттăрччӗ. Çак эрнере юлашки уйăхсене пӗтӗмлетмелле: вӗçленӗ проектсем, алла илнӗ хăнăхусем, кил-хуçалăхра хăвăр тӗллӗн татса панă ыйтусем... Хăвăрăн пултараслăхăра тӗрӗс хаклăр.
Нет комментариев