Çырчаллинче çăвӗпе транспортран çакăнса ярăннине социаллă сеть валли видео ӳкерекен 12 – 15 çулсенчи çул çитмен 4 ачана асăрханă.
Çырчаллинче полици сотрудникӗсем хула транспорчӗн ӗçченӗсемпе тата «ФОРПОСТ» хастарӗсемпе пӗрле транспорт инфраструктурин объекчӗсенче йӗркене пăсасран профилактика рейдне тухсан «Тимирязев проспекчӗ» чарăнура трамвай çине çакăнса ярăнма хăтланнă 12 çулти икӗ арçын ачана чарнине пӗлтерет tatarstan24.tv.
Ачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсемпе кун çинчен çул çитменнисемпе ӗçлекен подразделенин сотрудникӗсен калаçма тивнӗ. Ашшӗ-амăшне ачисен хăтланăвӗ мӗн патне илсе çитерессине, куншăн закон умӗнче мӗнле явап тыттарассине ăнлантарнă вӗсем.
Нет комментариев