Хастар çамрăксен йӗркеленӗвӗ 21 çулта
Çӗнӗ хыпарсем

Хастар çамрăксен йӗркеленӗвӗ 21 çулта

Паян ТР Патшалăх Канашӗнче «Молодая Гвардия Единой России» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин Тутарстанри уйрăмӗ 21 çул тултарнине паллă тунă.

 

молодая гвардия 21 год

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов çамрӑк гвардеецсене саламласа республика аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав тунă, деструктивлӑ пулăмсене хирӗç хастартарах пулма чӗнсе каланă. Мероприятие çавӑн пекех ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ольга Воронова, Ирина Терентьева, Игорь Бикеев, Руслан Шигабуддинов хутшӑннă.

«Молодая Гвардия» пайташӗсен çамрăк гвардеец пулнишӗн çеç мар, гражданла хастар позициллӗ çын пулнишӗн те общество пурнăçне хăюллăн хутшăнмаллине астутарнă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ. Молодогвардеецсен халь çамрăксемпе çеç мар, СВОна хутшăнакан боецсен çемйисемпе, паттăрла вилнисен тăванӗсемпе ӗçлемелли, пулăшмалли çинчен каланă вăл.

Юрий Камалтынов каланӑ тӑрӑх, паян çамрӑксем кӑна мар, паллах, боецсен çемйисене те, уйрӑмах вилнисен тӑванӗсене, пулӑшмалла. Тата çакна та хушса хумалла –  «Молодая Гвардия» «Единая Россия» партишӗн кадрсен, çамрăк организаци пайташӗсенчен чылайӑшӗшӗн «Молодая Гвардия» социаллӑ трамплин пулса тӑрать.

«Молодая Гвардия Единой России» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин Тутарстанри уйрăмӗ виçӗ пин ытла çамрăка пӗрлештерет. Тутарстан районӗсенчен кашнинче «Молодая гвардия» ячейки ӗçлет. Çулсерен обществӑпа политика, вӗренӳ тата патриотизм проекчӗсене пурнӑçлать: «ПолитЗавод» обществӑлла политика проекчӗ, «Политические бои» дискусси клубӗ, «Герои Нашего Времени» Преми тата «Форум маленьких Героев».

Çамрӑк гвардеецсем «Огненные картины войны», «Георгиевская лента», «Ангелы Донбасса» йышши акцисем, Çавӑн пекех Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин патшалӑх уявӗсене халалланӑ мероприятисем ирттереççӗ.

Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Молодая Гвардия Единой России»  Пӗтӗм Раççейри общество организацийӗн Тутарстанти уйрӑмӗн ертӳçи Руслан Шигабуддинов организаци çумӗнче Гуманитари центрӗ ӗçлет, вӑл Тутарстан шефа илнӗ Лисичанск тата Рубежное хулисене гуманитари пулăшăвӗ ăсатаççӗ. Ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑранпа «Молодая Гвардия» тутарстанти уйрăмӗ 472,5 тонна гуманитари тиевне 97 миллион тенкӗлӗх ӑсатнӑ. Савăнăçлă лару-тăру вӗçӗнче организацин хастар пайташӗсене чысланă.

Мероприятире Раççей Геройӗ, ТР Премьер-Министрӗн çумӗ Александр Лапин, РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созывӗн депутачӗ Татьяна Ларионова, ТР Обществăлла Палата председателӗ Александр Терентьев хутшӑннă.

Сăнӳкерчӗксем И.Басырован (gossov.tatarstan.ru).


Политика

Нет комментариев