Сувар

5-ри Мишăна пулăшу кирлӗ!

5-ри Мишăна Европăра операци тумашкăн 3,2 миллион тенкӗ укçа кирлӗ, ăна унта кăна пулăшма пултараяççӗ.

World Vista Ачасене пулăшу паракан ыркăмăллăх фончӗ пиллӗкри Миша валли укçа пуçтарма тытăннине пӗлтерет. Ача йывăр чӗре чирӗпе (порог сердца) аптрать иккен, ăна çăлса хăварас тесен çывăх вăхăтрах операци тумалла, тесе пӗлтереççӗ фонд порталӗнчи Мишăн страницинче.

Унта ачан амăшӗн çырăвне вырнаçтарнă. Амăшӗн сăмахӗсем тăрăх, ачи чӗре чирӗпе аптăранине йывăр çын чухнех тухтăрсем пӗлтенӗ. Çуралсан пепкене пӗр уйăхранах пӗрремӗш операци тунă, анчах та ăнăçсăр, операцие тепӗр хут тума тивнӗ.

Çапла 2015 çулхи февраль уйăхӗнче вăл тепӗр операци иртнӗ. Нимӗç специалисчӗсем ун чухне чӗрен аортăпа митральлӗ клапанӗсене реконструкци тунă. Ача кун хыççăн чăнах та сывалма тытăннă, ӳт хушнă. Хăрушши хыçра юлнă пек туйăннă çемьене. Анчах та ОРЗпа чирлени йӗрсӗр иртмен. Икӗ çултан Мишăна рентген тусан, унăн чӗри пысăкланни паллă пулнă. Ачан сисӗнмесӗр чирӗ аталаннă-мӗн. Тухтăрсем ӗнентернӗ тăрăх, Мишăна Европăра кăна пулăшма пултараяççӗ, операцие унта тумалла, вăхăта вăраха тăсмалла мар.

5-ри Мишăна операци тума 3,2 миллион тенкӗ укçа кирлӗ. Ачан шăпи хумхантарать пулсан, хӗрринче ан юлăр, май килнӗ таран пулăшма ыйтатпăр. Укçана World Vista фондăн шучӗ çине куçармалла.

Реквизиты для перечисления пожертвований в рублях (RUB) 

Наименование получателя: Благотворительный Фонд Помощи Детям 

ИНН: 7819030709, КПП: 784101001 

Р/счет: 40703810655240000096 

Банк получателя платежа: Северо-Западный банк ПАО Сбербанк г. Санкт-Петербург БИК: 044030653 

К/счет: 30101810500000000653 

Назначение платежа: пожертвование на благотворительную деятельность, программа 673.


 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: