Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Алимент парăмӗсем виçӗ миллиардран та иртнӗ

Республикăра алиментсен парăмӗ паяна 3 милиард та 158 миллион тенкӗ. Суд приставӗсем алимент тӳлеменнисене административлă е уголовнăй явап тыттарассине, харпăр пурлăха арестлессине тата ют çӗршыва кăларманнине аса илтереççӗ.

Тутарстанра «Суд приставӗсем – ачасене» акци пуçланчӗ, Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă мероприяти пӗтӗм Раççейӗпех иртет. Акци тӗллевӗ – алимент парăмӗсене тӳлетерессин эффективлăхне ӳстересси тата общественность тимлӗхне ачасен прависене пăснин çине ярасси. Суд приставӗсем алимент тӳлеменнисене хăйсен ачисене аса илме чӗнсе калаççӗ, унсăрăн вӗсен административлă е уголовнăй явап тытма тивет, харпăр пурлăха арестлеççӗ, ют çӗршыва кăлармаççӗ. Республикăра алиментсен парăмӗ паяна 3 милиард та 158 миллион тенкӗпе танлашнă. Ку 20635 çыннăн пӗтӗмӗшле парăмӗ. Çавсене хирӗç 22 пин суд йышăнăвӗсене пурнăçлас ӗç пуçарнă. 48 миллион тенкӗлӗх пурнăçлав хучӗсене парăмçăсен ӗç вырăнӗсене янă.

Ку хыпара ТР тӗп суд приставӗн çумӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Анвар Закиров пӗлтерчӗ. Вăл суд приставӗсем кашни эрнерех парăмçăсем пурăнакан вырăнсене рейда тухнине каларӗ. Ун сăмахӗсемпе, 1027 суд йышăнăвӗпе парăмçăсем шыравра халӗ. 376-шне хирӗç уголовнăй ӗç пуçарнă. 66 миллион та 755 пин тенкӗлӗх 711-шин пурлăхне арестленӗ. «Уголовнăй яваплăха 2 е ытларах уйăх алимент тӳлеменнисене кăна тыттаратпăр, малтан административлă яваплăх, ку парăмçăна асăрхаттарни пулать. Алимент тӳлеттермешкӗн хăйне евӗр мотиваци. Ӗç укçинчен тӳлеймесен, официаллă мар тупăшран тӳлемелле. Нумайăшӗ çапла тăвать те, пӗрер, пилӗкшер пин парса пыраççӗ. Шел, сахал мар ашшӗ хăй ачи пирки пит аса та илесшăн мар. Çавсемпе кӗрешетпӗр те эпир», – терӗ Анвар Закиров.

Çулталăк пуçланнăранпа Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри управленийӗнче пурӗ 27400 суд йышăнăвӗсене пурнăçлас ӗç пуçтарăннă. Алимент парăмӗ – 3 миллиард та 482669 тенкӗпе танлашнă. Тăватă уйăх хушшинче суд приставӗсем çак шутран пурӗ те 84 миллион та 356 пин тенкине çеç тӳлеттерейнӗ. Çулталăк пуçланнăранпа 264 миллион та 124 пин тенкӗлӗх 5632 суд йышăнăвӗн ӗçӗсене хупнă. Иртнӗ çулта пурӗ 535 миллион та 823 пин тенкӗпе танлашнă парăма ашшӗсӗр ӳсекен ачасем патне çитерме пултарнă. Каласа хăвармалла, кăçалхи парăмсем юлашки тăватă уйăхра кăна пуçтарăнман, вӗсем ытти çулсенченех куçса пуçтарăнса пыраççӗ. ( Сăнӳкерчӗк www.tatar-inform.ru сайтран).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество