Сувар

АСĂРХАНĂР: кӳршӗре кайăк-кӗшӗк грипӗ!

Чăваш Енри Патăрьел, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенче чăхсем вилеççӗ... Каллех кайăк-кӗшӗк грипӗ-им?

Июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Енре кайăк-кӗшӗк грипӗ палăрнине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Патăрьел, Комсомольски районӗсенчи хуçалăхсенче чăхсем тăрук вилнӗ-мӗн. Паллах, Чăваш Енри ветеринари лабораторийӗ тӳрех тӗрӗслеве пуçăннă. Чăхсем чăнах та кайăк-кӗшӗк грипӗнчен вилме пултарнă текен шухăш пур, анчах та çакă Владимир хулинчен тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем килсен кăна татăклăн паллă пулать. Хальхи вăхăтра специалистсем хăрушă вирус ăçтан килме пултарнине тӗрӗслеççӗ. Шел пулин те, июлӗн 12-мӗшӗнче каçхине Елчӗк районӗнчи хуçалăхра та чăх-чӗп вилни çинчен пӗлтӗмӗр. Нивушлӗ мур пирӗн республикăна та çитет? Чăваш Енпе чикӗллӗ районсене тимлӗ пулмаллине асăрхаттаратпăр.(сăнӳкерчӗк https://pg21.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: