Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Би-би-си: «Стамбул та, Иерусалим та мар ку. Хусан»

Хусан чемпионатра хуть кама та ăшшăн кӗтсе илме хатӗр, мӗншӗн тесен вăл – нацисен хули.

Çапла хаклать «Би-би-си» Британи телерадиокорпораци Хусана, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. «Би-би-би-си» çак кунсенче «Хусан – нацисен хули» сюжет ӳкерсе корпорацин офицаллă сайтне вырнаçтарнă-мӗн. Видеороликра Хусанта тӗрлӗ наци представителӗ пурăннине палăртнă, кадрсенче чиркӳпе мечӗт те, синагога та, Хусанпа хусансем те пур. «Стамбул та, Иерусалим та мар ку. Хусан» çакăн пек сăмахсемпе пуçланать видеосюжет. Унта Хусан Чемпионата мӗнле хатӗрленни çине те пусăм тунă. Калăпăр, Хусан рестораторӗ Айдар Булатов, официантсем ют çӗршыв чӗлхине вӗреннине, шеф-поварсем вара ют çӗршыв хăнисем валли ятарлă меню хатӗрленине каланă. Ресторатор çаплах тутарсем çинчен, вӗсем вырăссемпе мӗнле туслă пурăннине, Хусанта тӗрлӗ конфесси представителӗcем пӗр-пӗрне хисепленине, уявсене пӗрле уявласа, пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренине каласа парать.

Сюжет авторӗсем Хусанпа çапла тӗрлӗ енлӗн паллашнă хыççăн, хула Чемпионатра мӗнпур конфесси представительне ăшшăн кӗтсе илме хатӗррине палăртса пӗтӗмлетеççӗ. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу