Сувар

Чăваш Енре манах çухалнă

85 çулти манах июлӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнă та, каялла таврăнман.

Муркаш районӗнчи (Чăваш Ен) арçынсен Александр Невский мăнастирӗнче службăра тăнă Трифон атте çухалнине, ăна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ шырама пуçланине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. 85 çулти манах июлӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнă та, каялла таврăнман.

Трифон аттен чăн ячӗ – Ананео Владимир Евгеньевич, паллисем: 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерскер, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ тӗттӗм, кӑштах шуралнӑ. Манах тумне тӑхӑннӑ пулнӑ. Трифон аттене куракансене е вăл ăçтине пӗлекенсене 02 е 112 номерпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтаççӗ. (Сăнӳкерчӗк https://pg21.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: