Сувар

Чемпионат вăхăтӗнче тимлӗ пулмалла

Чемпионат вăхăтӗнче спорт объекчӗсемпе, мундиале хутшăнакансемпе çав тери интересленекен тата пӗр-пӗр япала йăтса кайма пулăшма ыйтакан çынсене тимлӗх уйăрмалла...

 

ТР ШӖМӗ Хусан çыннисемпе хăнисене Футболпа тӗнче чемпионачӗ пынă вăхăтра питӗ тимлӗ пулма ыйтать. Уйрăмах халăх нумай пухăнакан вырăнсенче сисчӗвлентерекен япаласене, автомобильсене асăрхасан.

Çаплах спорт объекчӗсемпе, мундиале хутшăнакансемпе çав тери интересленекен тата пӗр-пӗр япала йăтса кайма пулăшма ыйтакан çынсене тимлӗх уйăрмалла.

Енчен те çакăн пек çынсене е япаласене асăрхасан, ШӖМ ӗçченӗсем самантрах кун çинчен 112 номерпе шăнкăравласа Пӗрлехи диспетчер службине пӗлтерме ыйтаççӗ.

Çаплах ТР ШӖМне 291-35-28, 291-23-40, 291-20-02 е ФСБăн Тутарстанри уйрăмне 231-45-55, 231-49-00 телефонсемпе шăнкăравламалла. Информацие анонимлă та пӗлтерме юрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: