Сувар

Çитес кунсенче Хусан Наполеонпа çапăçать

«Восток-Запад: Отечественные войны России» регионсен хушшинчи фестиваль кăçал августăн 4-5-мӗшӗсенче пулать.

Çарпа историлле реконструкцисен фестивалӗсем пӗтӗм тӗнчипех анлă сарăлнă. Истори реконструкцийӗн клубӗсенче кама кăна тӗл пулма çук-ши? Историксем те, ăсчахсем те, бизнесменсем те, çӳллӗ шайри пуçлăхсем те пур унта. Нумайăшӗшӗн ку хобби кăна та мар, пурнăç ăнлавӗ пулса тăрать. ТР Наци музейӗ те тахçантанпах историлле реконструкцисен фестивальне ирттерме ӗмӗтленсе тăнă. Универсиадăна хатӗрленсе музей картишне тирпейлесен тин ăна пурнăçлама май пулнă. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Гульчачак Назипова пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, халӗ анлă картиш те массăллă мероприятисене ирттерме тăвăрланса пырать. Мӗншӗн тесен вăрçă çапăçăвӗсен реконструкцийӗсене халăх юратса йышăннă. Фестивальсене çемйи-çемйипе килни пысăкрах площадка кирлӗлӗхне кăтартать.

Гульчачак Назипова пӗлтернӗ тăрăх, историлле реконструкцисен фестивалӗ Хусанта виççӗмӗш хут иртет. «Восток-Запад: Отечественные войны России» регионсен хушшинчи фестиваль кăçал августăн 4-5-мӗшӗсенче пулать. Пӗрремӗш кунхине 1812 çулхи Тăван Çӗршывăн вăрçин Смоленск патӗнчи çапăçăвне кăтартаççӗ. 206 çул каялла шăпах августăн 4-мӗшӗнче Смоленск патӗнче çапăçусем пынă. Куракансем салтаксен бивуакӗсӗр пуçне XIX ӗмӗр пуçламăшӗнчи пурнăçпа, дуэльсен йăли-йӗркипе паллашма пултараççӗ. Музей çуртӗнче бал ташшисен мастер-класӗ иртӗ. Çав вăхăтри костюмсен кăтартăвӗ те кăсăк пулмалла. Чи интересли вара Наполеон çарне хирӗç çапăçнин эпизочӗсене курма пултарни пулӗ.

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче нимӗç фашисчӗсен çарне Курск патӗнче тустарса тăкнине кăçал 75 çул тулать. 1943 çулхи августăн 5-мӗшӗнче пирӗннисем Орел хулине ирӗке кăларнă. Фестивалӗн иккӗмӗш кунне шăпах çак çапăçăва халалланă. Темăпа çыхăннă лекцисем, интерактивлă ташă программисем, 40-мӗш çулсенчи фотосалон, вăрçă юррисен концерчӗ, çав вăхăтри костюмсен кăтартăвӗ, штыкпа çапăçассипе мастер-классем саманан, вăрçă çулӗсен чăнлăхне туйма пулăшӗç.

Реклама

Çапăçусен историлле реконструкцине хатӗрлеме «Витязь» реконструкци клубӗ хутшăннă. Унăн ертӳçи Владислав Хабаров пӗлтернӗ тăрăх, мероприятие Тутарстанăн 20 истори клубӗ хутшăнать, ытти регионсенчен килекенсем те пур. Пурӗ 130 ытла çын пуçтарăнать.

Владислав Хабаров сăмахӗсемпе, çапăçу реконструкцийӗсене вак-тӗвек таранчченех çав вăхăтрипе пӗр тума тăрăшаççӗ. Сăмахран, тум-тире илер. Вăл тăларан-тăк, тир пулмалла, тир-тӗк – тир, тимӗр япала-тăк, нимле алюмини те, е урăх япала мар. Çапăçусене те çав вăхăта май пур таран çывăхрах тума тăрăшаççӗ. Çавна май истори литературисӗр пуçне архив, археологи докуменчӗсемпе, сăнӳкерчӗксене нумай тӗпчеççӗ.

«Мӗн чухлӗ нумайрах саманана тӗпчетпӗр, çавăн чухлӗ нумайрах тӗрлӗ нюанссем тупăнаççӗ, – тет Владислав Хабаров. – Манăн ирӗк пулнă пулсан, историлле реконструкци клубӗсене официаллă статус панă пулăттăм. Енчен те историпе интересленетӗр пулсан, сирӗн çул – клуба, театрти пек сцена çинче выляс килет-тӗк – клуба, спорт çитӗнӗвӗсем тăвас килет-тӗк – клуба. Мӗншӗн тесен эпир тӗрлӗ спорт тӗсӗсене аталантаратпăр, сăмахран, хӗçпе кӗрешесси, фехтовани. Пирӗн патра тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗсем ӗçлеççӗ. Туризм илӗртет-тӗк – каллех çул пирӗн пата. Çапăçусен фестивалӗсем тӗнчипех иртеççӗ. Хам эпӗ çур тӗнчене çаврăннă, Европăри историлле çапăçусене пурне те тенӗ пек хутшăннă. Ал ӗçне вӗренме те май пур, пир-авăр тӗртнинчен пуçласа металл шăратса хӗç-пăшал, ытти япала тума вӗренни таран. Пирӗн юхăм тӗрлӗ енлӗ, çавăнпа вăл нумай çынна илӗртет», – терӗ сăмахне пӗтӗмлетсе Владислав Хабаров.

«Витязь» клуб ертӳçи каласа панисене ку канмаллисенче кашни хăй туйса курма пултарать. Таçта инçе те каймалла мар, Хусан Кремльне хирӗç вырнаçнă Наци музейне кăна çитмелле. Сăмах май, историлле çапăçусемсӗр пуçне кунта сувенир лавккисем те ӗçлӗç. (Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: